Пушар Саша Яковлев телеоператор пурнăçне татнă

22 Авăн, 2017

Паян, авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Шупашкар районĕнчи Хураçырма ялĕнче пушар тухнă. Унта амăшĕпе ывăлĕ вилнĕ. Ку хыпара «Хыпар» издательство çуртне Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пресс-службинче пĕлтерчĕç.

Шар курнисен ятне унта каламарĕç пулин те эпир хамăрăн шанчăклă çăлкуçсенчен инкекре Чăваш Енĕн патшалăхăн телерадиокомпанийĕн операторĕ Александр Яковлев кун-çулĕ татăлнине илтрĕмĕр. Вăл, эпир пĕлнĕ тăрăх, хăйĕн ватă тăванне çăлма ĕлкĕрнĕ, амăшĕ патне кĕрсен пÿртрен тухайман. Амăшĕпе ывăлĕн виллине пĕрле тупнă имĕш.

Хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлакан ĕçтешĕмĕр пурнăç тилхепине çирĕп тытса тăракан ар пулнине палăртмалла. Мĕнех, йывăр тăпру çăмăл пултăр, Саша…

 

Теги: 

Комментари хушас