Комментари хушас

26 Авăн, 2017

Улшăнусем бюджета хушма тупăш кÿмелле

ЧР Патшалăх Канашĕн ытларикунхи черетлĕ вун иккĕмĕш сессийĕ тавлашусăр-мĕнсĕр иртмесси унăн кун йĕркине çирĕплетнĕ чухнех сисĕнчĕ. Малтан палăртнă ыйтусенчен пĕрне кун йĕркинчен кăларма сĕнекен те, хушма ыйтусем кĕртес кăмăллисем те пулчĕç.

Чи малтанах вара парламентарисем иртнĕ суйлав кăтартăвĕсем тăрăх "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партирен ПК йышне кĕнĕ Алексей Мурыгина саламларĕç. Валерий Филимонов ăна депутат удостоверенине парса парламентра ĕçлеме ырă сунчĕ, депутат хăй командăра ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ.

Кун йĕркине çирĕплетиччен вара Игорь Моляков унтан 13-мĕш ыйтăва кăларма сĕнчĕ, унсăрăн Патшалăх Канашĕпе судлашасси пирки асăрхаттарчĕ. Григорий Данилов коммунист вара "вăрçă ачисен" статусне палăртас ыйтупа Патшалăх Думине тухма сĕнчĕ. Логики уçăмлă: вăрçăра парăннă Германире паян "вăрçă ачисем" уйăхсерен пирĕн укçапа 180 пин тенкĕпе танлашакан тÿлев илеççĕ, пирĕн ватăсен вара унашкал статус çук — вĕсен вăтам пенсийĕ 12 пин тенкĕпе танлашать. Унăн тепĕр сĕнÿ те пулчĕ: виççĕмĕш ача çуратнă çемьесене укçан пулăшас ыйтăва пăхса тухас.

Коммуниста ПК Соцполитика комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов тулли те уçăмлă хурав пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх — "вăрçă ачисем" тĕлĕшпе Думăна маларах та ыйтусемпе тухакансем пулнă. Сăмахран, Тутарстан парламенчĕ. Мускавсем çак ыйтăва хирĕçленĕ. Çавăнпа темиçе регион парламенчĕсем пĕрле ыйтăва тишкерсе Федераци Пухăвĕн аялти палатине тухни вырăнлăрах. 3-мĕш ачашăн çемьесене тÿлев парассине илес тĕк — ку ыйтăва укçапа тивĕçтермен. Çак самантсене тĕпе хурса депутатсем кун йĕркине анлăлатассине сасăласа хирĕçлерĕç.

Налук ыйтăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси самай калаçтарчĕ. ПК вице-спикерĕ Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх — улшăнусем вăя кĕни бюджета 110 миллион тенкĕ хушма тупăш кÿмелле. Сăмах транспорт налукне пысăклатасси, юридици тытăмĕсен пурлăхĕшĕн вĕсен кадастр хакне кура налук илесси пирки пырать. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина улшăнусемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Транспорт налукĕ 20% ÿсет пулин те хушăнакан вăтам тÿлев темле пысăк мар — 260 тенкĕ. Организацисенчен илме палăртакан налук та вĕсен 1 пин тăваткал метртан пысăкрах офис йышши çурчĕсене кăна пырса тивĕ. Çак улшăнăва кура республикăри 2 пин ытла организацирен 321-ĕшĕн хайхи налука тÿлемелле пулать. Коммунистсем хушма налуксем бизнеса йывăрлăх кÿресси пирки каларĕç-ха, çапах парламент проекта ырларĕ.

Сессире тата ытти нумай ыйтăва пăхса тухрĕç.