Кун хыççăн кун

20 Нарăс, 2020

Кивĕ садикре вун икĕ çул пурăнаççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнчи икĕ хутлă кивĕ çурт тăлăххăн курăнса ларать. Чÿречисем ванса пĕтнĕ, стенаран унта-кунта пралук таврашĕ çакăнса тăрать, картишре çил улать. «Çакăнта чăнах та çынсем пурăнаççĕ-ши?» — çапла шухăшласа çурт çывăхне пытăмăр. Ку çуртра тахçан ача сачĕ пулнă. Ăна 2007 çулта хупнă. Халĕ çак çуртра Зойăпа Владимир Ивановсем пурăнаççĕ. Тивĕçлĕ канури мăшăр ватлăха хăтлă та ăшă çуртра ирттерейменшĕн кулянать. Зоя Дмитриевнăпа Владимир Алексеевич ача садне пурăнма куçнăранпа вун икĕ çул çитет.

20 Нарăс, 2020

Йĕркелĕхе тивĕçтересси – пĕрлехи ĕç

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче 2019 çулта республикăра право йĕркине тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç, 2020 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

20 Нарăс, 2020

Асăну медалĕпе чысланă

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти ял тăрăхĕнче «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 75 çул тултарни» юбилейлă медаль пама тытăннă.

19 Нарăс, 2020

Ашшĕсĕр çитĕннĕ

Яков Поликарпович Поликарпов Октябрьски районне халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ кĕрекен Хуракасси ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Ÿссе çитсен Этнескер ялĕнчи Анастасия Тихоновнăпа мăшăрланса çемье çавăрнă. Туслă çемьере 4 ача кун çути курнă. Поликарповсем «Социализм» колхозра ырми-канми ĕçленĕ.

19 Нарăс, 2020

«Минимума» хÿтĕлекен саккун проекчĕ хатĕр

«Пĕр ыйту кăна, анчах вăл питĕ пĕлтерĕшлĕскер», — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ черетсĕр ларăвне. Унта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç.

Pages