Вăрмар районĕ

29 Утă, 2020

Олег Николаев Вăрмар районĕнчи юсав ĕçĕсене тĕрĕслерĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Вăрмар районне çитсе килчĕ. Малтан вăл Ямпайри клубра пулчĕ.

1977 çулта хăпартнă çурта юхăнса кайнине пула пилĕк çул каялла хупма тивнĕ. Кăçал ял тăрăхĕн администрацийĕ хушнипе культура вучахне юсама пуçланă. Анчах ял халăхĕ çĕнĕ кермен тутарасшăн. Вĕсен шухăшĕпе Олег Алексеевич та килĕшрĕ, ыйтăва икĕ эрне хушшинче татса пама хушрĕ.

20 Нарăс, 2020

Асăну медалĕпе чысланă

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти ял тăрăхĕнче «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 75 çул тултарни» юбилейлă медаль пама тытăннă.

1 Çурла, 2018

Вӑрмар тӑрӑхӗнчи шкулсем те вӗренӳ ҫулне хатӗр

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнчи Пушарпа çӑлав чаҫӗн уйрӑм посчӗн пушарнӑйӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, вӗсене пуҫарулӑхӗпе хастарлӑхӗшӗн мухтарӗ.

26 Нарăс, 2018

Вăрмар тăрăхĕ вăрмана ан çаврăнтăрччĕ

Паян Вăрмар районĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Тĕлпулăва хутшăннисенчен пĕр пайĕшĕн вăл савăнăçлă самантпа асра юлĕ: çакскерсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен Тав çырăвĕ тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç. Теприсене республика ертÿçи пултарулăхри ăнтăлушăн стипенди свидетельствине пачĕ.

Pages