Вӑрмар тӑрӑхӗнчи шкулсем те вӗренӳ ҫулне хатӗр
Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнчи Пушарпа çӑлав чаҫӗн уйрӑм посчӗн пушарнӑйӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, вӗсене пуҫарулӑхӗпе хастарлӑхӗшӗн мухтарӗ. Унтан ялти ҫӗнӗ клубра Вӑрмар районӗн депутатсен пухӑвӗн анлӑ ларӑвӗ пулчӗ. Унта Вӑрмар тӑрӑхӗн 2018 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулӗнчи социаллӑ экономика аталанӑвне пӑхса тухрӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен район йӗркеллӗ аталаннине палӑртрӗҫ. Вӑрмар тӑрӑхӗнче иртнӗ ҫур ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ, сӗт суса илесси ӳснӗ. Ытти тӑрӑхри пекех вырма кал-кал пырать. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 608 гектар ҫинчен тыр-пула вырса кӗртнӗ. Вӑрмар районӗнчи шкулсем те вӗренӳ ҫулне хатӗрпе пӗрех. Республика ертӳлӗхӗ вӑхӑтра пулӑшнипе Пысӑк Енькассинчи пӗлӳ ҫурчӗн тӑррине ҫӗнӗрен витнӗ. Шкул директорӗ куншӑн Республика Пуҫлӑхне тав турӗ.
Пухӑннисем ларура чылай ыйту пачӗҫ. Вӑрмарсене ҫул-йӗр, пенси ыйтӑвӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Михаил Васильевич пурне тулли хурав пачӗ. Тӗплӗнрех - "Хыпарӑн" черетлӗ кӑларӑмӗнче.