Кивĕ садикре вун икĕ çул пурăнаççĕ
Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнчи икĕ хутлă кивĕ çурт тăлăххăн курăнса ларать. Чÿречисем ванса пĕтнĕ, стенаран унта-кунта пралук таврашĕ çакăнса тăрать, картишре çил улать. «Çакăнта чăнах та çынсем пурăнаççĕ-ши?» — çапла шухăшласа çурт çывăхне пытăмăр. Ку çуртра тахçан ача сачĕ пулнă. Ăна 2007 çулта хупнă. Халĕ çак çуртра Зойăпа Владимир Ивановсем пурăнаççĕ. Тивĕçлĕ канури мăшăр ватлăха хăтлă та ăшă çуртра ирттерейменшĕн кулянать. Зоя Дмитриевнăпа Владимир Алексеевич ача садне пурăнма куçнăранпа вун икĕ çул çитет. Хăй вăхăтĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ унта темиçе çемьене пурăнма сĕннĕ, пÿлĕмсем уйăрса панă, анчах условисем начар тесе лешсем килĕшмен. Ивановсем çеç, ниçта пурăнма май çукран, куçнă.
Маччаран шыв анать
Садик патне сукмакпа çитрĕмĕр. Анчах çула пăру пысăкăш йытă пÿлчĕ, ăна хуçисем алăк умнех кăкарнă. Сăнчăрĕ тăрук татăлсан çынна çавăнтах тытса çурĕ. Алабай ăратĕнчи йытă пĕр чарăнми вĕрчĕ, хуçи тухсан та лăпланасшăн пулмарĕ. Лайăх хуралçă, нимех те калаймăн!
Зоя Дмитриевна садикри хăйсем пурăнакан виçĕ пÿлĕме кăтартрĕ. Унта тĕрлĕ курăк типĕтсе çакнă, курупкасене те тултарнă. Сахăр диабечĕпе аптăракан кил хуçи хĕрарăмĕ салтак тÿминчен чей вĕретсе ĕçет. Владимир Алексеевичăн та сывлăхĕ хавшакрах, вăл — 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Садик пулнă çурта куçсан вĕсем картишре сарай пекки туса лартнă. Унта кил хуçисем сурăхсем, чăхсем, кăркка, качака усраççĕ. Вутă шаршанĕсем те курăнчĕç.
Пĕчĕк пÿлĕме мунча кăмакипе ăшăтаççĕ, ăна хăйсемех вырнаçтарнă. Хутмашкăн вутă кирлĕ. Çав пĕчĕк пÿлĕмре çĕр каçать мăшăр, унта çеç ăшă. Нумаях пулмасть сурăхĕ пăранланă, путекĕсем те унтахчĕ. Сивĕ çанталăкра кăмака талăкĕпех ăшă. Ытти пÿлĕмре урамри пек сивĕ, çиелти тумтирсĕр çÿреймĕн. Çуртра газ, шыв çук. Унччен те, ĕçленĕ чухне, ăна кăмрăкпа хутса ăшăтнă. Шывне Ивановсем пусăран флягăпа кÿрсе килеççĕ. Вĕсем пурăнмалли условисене лайăхлатма ĕмĕтленеççĕ, ку ыйтупа тĕрлĕ çĕре çитнĕ: депутатсенчен, ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пулăшу ыйтнă... Кил хуçисем пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пăр вырăнтан тапранман. «Тасалăхпа тирпейлĕх çук çав, шыв аннăран стенасем йĕпенеççĕ, маччаран пурă тăкăнать. Чÿречесенчен çил вĕрет. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе прокуратура лару-тăрупа паллашнă хыççăн пире пурăн-малли кĕтеспе тивĕçтермесĕр садик çуртĕнчен кăларса яма 2015 çулта суда тавăç тăратрĕç. Анчах суд вĕсемпе килĕшмен. Пире çурт туянма сĕнчĕç. Мĕнле туянмалла- ши ăна? Пенси укçипе-и? Мана — 17 пин, мăшăра 11 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Çĕрпÿ районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ Сергей Беккер пулăшнипе çеç электричество кĕртрĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ счетчик лартрĕ. Хамăрăнне лартсан тăкакланă электричествăн çуррине çеç тÿлеме май пулĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппа кун пирки шăнкăравласа пĕлсех тăрать», — чунне ыраттарса калаçрĕ Зоя Дмитриевна.
Çăвăнса тасалма — хулана
Ивановсем 2004 çулта венчет тăрса пĕрлешнĕ. Зоя Дмитриевна Владимир Алексеевичпа çак тăрăха хăнана килсен паллашнă. Арçыннăн тĕп килĕ — Ямашра, вăл авланиччен унтах пурăннă. Ашшĕ- амăшĕ çĕре кĕрсен икĕ йăмăкĕ еткере пайлама пуçланă. Çуртăн 1/3-мĕш пайĕ — Владимирăн.
Мăшăрлансан Ивановсем ял тăрăхĕн администрацине пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме ыйтса çырнă. Халĕ Владимирăн тĕп килĕнче пурăнакан çук, пĕртăванĕсем килсе çеç çÿреççĕ. Зоя Дмитриевна унчченхи мăшăрĕпе /вăл çĕре кĕнĕ/ икĕ хĕр çитĕнтернĕ, пĕри — Мускавра, тепри Шупашкарта кун кунлать. Мăнукĕсем те пур. А ч и с е м çулла пахчара ĕçлемешкĕн килсе çÿреççĕ. «Пирĕн ĕç-пуç шутсăр япăхлансан хĕрĕмсем хулана илсе кайĕç тен», — терĕ амăшĕ. Ивановсен çăвăнса тасалма та май çук, вунă кунра пĕрре хулана хĕрĕсем патне кайса килеççĕ.
Кивĕ çуртри 210 тăваткал метра Ивановсем приватизациленĕ. Пурăнмалли условисене лайăхлатма е çурт-йĕрпе тивĕçтерме ыйтса нумай çĕре çитнĕ. «Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Борис Марков патне кайса çурта авариллисен шутне кĕртсе çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн е юсаса памашкăн ыйту тăратрăмăр. Хамăр тĕллĕн çурт тăррине юсаяс çук. Вăл документсем хатĕрлемеллине каларĕ. Унтан прокуратурăна çыртăмăр. «Ну, эсир кунта юсав ĕçĕсем ирттерме, мунча хăпартма пултаратăр», — терĕç. Çурта авариллисен шутне кĕртме ятарлă экспертиза тумалла. Ку ыйтупа та специалист патне çитрĕм. «Экспертиза туса эсир укçа нумай тăкаклатăр», — терĕ. Ун пек специалистсем Хусанта çеç-мĕн. Унтанпа çулталăк иртрĕ, никам та, нимĕн те шарлакан çук. Авариллĕ тесе те йышăнмаççĕ, юсаса та памаççĕ. Экспертиза ирттерме 30-40 пин тенкĕ кирлĕ, эпĕ ăна тутарма хирĕç мар. Укçине те хĕрхенмĕп. Ку çурта авариллисен шутне кĕртмеллех. Ялта газ кĕртнĕ, пурăнма юрăхлă çуртсем те пур вĕт. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Николаев: «Çурта реприватизаци туса сутатпăр та сирĕн валли мĕн те пулин шухăшласа кăларатпăр», — тесе шантарчĕ. Тĕл пулсан кашнинчех ĕçсем мĕнле пыни пирки кăсăкланатăп. Хуравĕ пĕрре: «Ĕçлетпĕр- ха». Вăл пире пулăшас тесе нимех те тумасть пек туйăнать.
Мăшăр та ĕçленĕ чухне çеç кирлĕ пулнă ял пуçлăхĕсене. Хăй вăхăтĕнче колхозра чи хастар тракторист пулнă çыннăн халĕ çапла асапланмалла, — «Победитель-96», «Лучший механизатор» тесе çырнă хăюсене туртса кăларчĕ хĕрарăм. — Кусене çуса якатсах хуратăп-ха. Депутатсем, хуçасем патне илсе кайса кăтартатăп».
Шупашкарти хĕрĕ хăйĕн патне чĕнсен каясшăн мар вăл, ялтах пурăнасшăн. Анчах условисем япăх- çке. Садик çуртĕнче пĕр пÿлĕмре çеç маччаран шыв анмасть. Ыттисенче йĕпе-сапара нÿрĕк тăрать, япаласем, тумтир кăвакараççĕ, çĕреççĕ. Хĕрĕсем çи-пуç енĕпе пулăшаççĕ. Владимир Алексее-вич хăй вăхăтĕнче донор пулнă, ача çуратакан хĕрарăма юн парса вилĕмрен çăлса хăварнă. Çавăншăн хайхискер ăна 20 сотка çĕр лаптăкĕ парнеленĕ. Унта сад пур, пахча çимĕç лартаççĕ. «Условисене лайăхлатсан кунта та пурăнма пулĕччĕ. Пĕррехинче шыв кĕртме пулăшу ыйтса Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ патне кайрăмăр, вăл пулăшма май çуккине каларĕ, хамăра çине тăрса шыв кĕртме сĕнчĕ. Пире ура хуракансем çук мар тесе шухăшлатăп. Икĕ-виçĕ çул каялла çу уйăхĕн 9-мĕшĕ хыççăн каçхине йытă антăхса вĕрнипе çарранах чупса тухрăмăр. Сехре хăпрĕ. Унччен те пулмарĕ, шĕвек тултарнă виçĕ кĕленче асăрхарăмăр, пĕри çунатчĕ. Пĕр кĕленчине ял тăрăхĕн администрацине илсе кайрăм, Сергей Николаев ĕç-пуçа уçăмлатма, участковăя чĕнсе илме шантарчĕ. Анчах пирĕн пата никам та килмерĕ. Тепрехинче йытта пневматика пистолетĕнчен печĕç. Вăл кам пулнине пĕлместпĕр. Эпир питĕ чăрмантаракан вырăнта пурăнатпăр пулмалла. Хаçатра çырса кăтартнă хыççăн ытларах шар курма тивмĕ-ши?» — пăшăрханчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çапах Ивановсен шанчăк сÿнмен, ĕçе вĕçĕ-хĕррине çитересшĕн вĕсем. Тулли верси...
Нина ЦАРЫГИНА.