Йĕркелĕхе тивĕçтересси – пĕрлехи ĕç

20 Нарăс, 2020

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче 2019 çулта республикăра право йĕркине тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç, 2020 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Тĕп докладпа сăмах илнĕ май шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков пĕлтĕр республикăра 12,5 пин преступление шута илнине палăртрĕ — 2018 çулхинчен 5% нумайрах. Çав шутра çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç преступленисен тÿпи — 12%. Телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă çынсене улталанă тĕслĕхсем питĕ нумай: мĕн пур преступленин 20% те иртнĕ — пĕлтĕр çавнашкал тĕслĕхсен шучĕ 60% чухлех хушăннă.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йĕркелĕхе тивĕçтерни республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тÿррĕнех витĕм кÿнине кура ку енĕпе влаçăн мĕн пур тытăмĕн тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен каларĕ, палăртнă мерăсен тухăçлăхне ÿстермелли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru

Николай ДМИТРИЕВ.

Комментари хушас