«Минимума» хÿтĕлекен саккун проекчĕ хатĕр

19 Нарăс, 2020

«Пĕр ыйту кăна, анчах вăл питĕ пĕлтерĕшлĕскер», — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ черетсĕр ларăвне. Унта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç.

Ку ыйтăва Правительствăн иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕччĕ, 2019 çулăн тăваттăмĕш кварталĕнчи пурăнма кирлĕ виçе умĕнхи кварталтинчен кăшт пĕчĕкленмеллеччĕ. Паллах, тĕлĕнмелле пулса тухать: хаксем чакмаççĕ, минимум вара пĕчĕкленет… Шăпах çак «тĕлĕнтермĕш» пирки каласа Олег Алексеевич асăннă виçене чакармасăр умĕнхи кварталти шайрах хăварассине пуçарнăччĕ — Раççей саккунĕсем çапла тума ирĕк параççĕ, ыйтăва пăхса тухассине каяраха хăварма сĕннĕччĕ.

Вăрах кĕтме тивмерĕ — тивĕçлĕ саккун проектне васкавлăн хатĕрленĕ, унпа юнкунхи ларура ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак саккун пурăнма кирлĕ виçе статистика кăтартăвĕсене кура пĕчĕкленмелле пулсан ăна умĕнхи кварталти шайрах чакармасăр хăварассине çирĕплетет. Кунашкалли — çĕнĕлĕх мар, чылай регионта — Мускав облаçĕнче, Мордовире, Пермь крайĕнче, Киров облаçĕнче — çакнашкал йĕркепе усă кураççĕ.

Олег Николаев пурăнма кирлĕ виçе халăхăн тĕрлĕ категорине — чи малтанах сахал тупăшлă сийсене — тÿлекен пособисен калăпăшне тÿррĕнех витĕм кÿнине палăртса саккун проектне ырланине çирĕплетрĕ. Эппин, ăна Патшалăх Канашĕнче тишкересси çеç юлать.

Депутатсем те вăрах кĕттермĕç. Альбина Егорова спикер парламент сессийĕ нарăсăн 28-мĕшĕнче уçăласси çинчен пĕлтерчĕ — проекта шăпах çав кун пăхса тухĕç. Регион ертÿçи республика бюджетне кĕртме хатĕрлекен тÿрлетÿсен шăпипе те кăсăкланчĕ. Альбина Егорова каланă тăрăх, нарăс вĕçĕнче уçăлакан сесси çав кунах вĕçленмест, пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче малалла ĕçлĕ — депутатсем бюджета кĕртмелли улшăнусене пăхса тухĕç. «Енчен те çапла алла-аллăн ĕçлесен халăх валли нумай ĕç тума пултарăпăр», — ларăва вĕçлесе кăмăллăн пĕтĕмлетрĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас