Кун хыççăн кун

26 Çурла, 2020

Пилĕк ачаллисене кÿрекен пулăшу пысăкланать

Республика Правительстви нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе черетлĕ утăм турĕ: Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ачаллă граждансене тÿлекен патшалăх пособийĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç.

24 Çурла, 2020

Ĕçе вырнаçма — ярмăрккăна

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕç сĕнекенсемпе — тачă çыхăнура.

Пĕрлехи ĕçсенчен чи курăмли — вакансисен ярмăрккине ирттерни. 2020 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви çавнашкал 57 ярмăрккă ирттернĕ. Çапла унта хутшăннă 258 çынран /Шупашкар/ 38-ăшне ĕçпе тивĕçтернĕ.

24 Çурла, 2020

Палăка тирпейленĕ

Çак кунсенче «Ялан юнашар. Ялан асра» акцие хутшăнакансем Чантăр ялĕнче ырă ĕçпе палăрнă.

Хастар çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене халалласа çĕкленĕ палăка тирпей-илем кĕртнĕ. Вĕсем ăна çуса тасатнă, сăрланă, ун таврашĕнчи курăка çулса пуçтарнă, чечек лартнă.

Волонтер юхăмĕ хăйĕн ĕç-хĕлне малалла тăсать, пурне те çĕршывăмăрăн истори астăвăмне упрама чĕнет.

21 Çурла, 2020

Ял тăрăхĕсен ĕçне çăмăллатассишĕн

Паян Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен полномочийĕсен инвентаризацине йĕркелекен патшалăх комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура комисси ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсене палăртрĕç, 2021-2023 çулхи бюджета хатĕрленĕ чухне бюджетсен хушшинчи хутшăнусен пайне кĕртмелли тĕп паллăсене пăхса тухрĕç.

Pages