Киревсĕр пулăмпа çырлахма юрамасть

3 Авăн, 2020

Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассине май пур таран уçăрах тума чĕнсе каларĕ.

Ку енĕпе хăш-пĕр йышăну пур ĕнтĕ, вĕсем усă кÿме тивĕç. Çав йышăнусем çинче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов чарăнса тăчĕ. Çав вăхăтрах вăл çивĕч ыйтусене те çĕклерĕ. Çав шутра — тĕрĕслев ĕçĕ. Таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илессипе çыхăннă сферăра республика шайĕнчи тĕрĕслев аван ĕçлет, анчах муниципалитетсен шайĕнче мĕн пулса иртни, министр шучĕпе, «çичĕ пичет хыçĕнче». Çавăнпа вăл районсемпе хуласен шайĕнчи тĕрĕслев ĕçне те хăй ертсе пыракан министерствăна шанма ыйтрĕ. Чăн та, çакăн валли ведомствăна хушма кадрсем кирлĕ пулаççĕ.

Тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова вара патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçламалли аукционсене хутшăнакансене асăрханма чĕнсе каларĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем патне саккасçăсен, Тариф службин ячĕпе шăнкăравлаççĕ иккен. Ултавçăсем аукциона хутшăнмашкăн саккас хакĕн 1% куçарма ыйтаççĕ, «Колебанова çапла тума сĕнет» теме те именмеççĕ. Служба ертÿçи тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ, унсăрăн укçа çухатасси те часах. Асăннă тĕслĕхсем çинчен право хуралĕн органĕсене евитленĕ — шырав-следстви ĕçĕсем пыраççĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — аслă вĕрентÿ учрежденийĕсенче коррупцирен сыхланасси. Ăна тишкерни ăнсăртран мар. Республикăра 13 вуз ĕçлет: тăваттăшĕ — хамăрăн вырăнти аслă шкулсем, тăххăрăшĕ — Мускаври, ытти хулари вузсен кунти филиалĕсем. Пĕтĕмпе 37 пин студент аслă пĕлÿ илет — вĕсен шучĕ те, çав аслă шкулсенче ĕçлекенсен йышĕ те пысăк. Сыхлăх кирлех.

Шел те, студентсен хушшинче коррупцие сивлесси пуриншĕн те пурнăç йĕрки пулса тăнă тееймĕн. Министр темиçе вуз çамрăкĕсене явăçтарса йĕркеленĕ ыйтăм кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Коррупцие мĕнле хакланипе çыхăннă ыйтăва хуравланă май респондентсен 9% «унсăр май çук» тесе пĕлтернĕ, 8% вара «унпа çырлахма пулать» тенĕ. Апла тăк аслă пĕлÿ илекенсен хушшинче коррупципе çураçма юраманнипе çыхăннă воспитани ĕçне те çине тăрсах пурнăçламалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас