Кун хыççăн кун

3 Авăн, 2020

Ачасене паха апат кирлĕ

Авăнăн 3-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин лару залĕнче 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче республикăри вĕрентÿ организацийĕсемпе медицина учрежденийĕсене вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен канашлу иртрĕ.

Унта Алла Салаева вице-премьер тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.

2 Авăн, 2020

Шкул тумĕ парнеленĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Патăрьел районĕнчи вун-вун ача парта хушшине ларнă. Кăçал вăл районти нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесемшĕн те савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Районта пурăнакансем пулăшнипе вĕсем те ачисене шкула илемлĕ тумпа, çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕпе ăсатнă.

2 Авăн, 2020

«Ырă чăматан»: Чăваш энергосбыт компанийĕ тăлăх ачасене парнесемпе савăнтарчĕ

«РусГидро» Ушкăн ятарласа «Ырă чăматан» акци йĕркелесе парнесем пухнă та — Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕн воспитанникĕсем Пĕлÿ кунĕнче шкула кайма кирлĕ хатĕрсем, ытти япала илчĕç. «Чăматанра» — çĕнĕ портфельсем, спорт костюмĕсемпе кроссовкăсем, конструкторсемпе тĕрлĕ кĕнеке… Вĕсене ачасене Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсен ячĕпе компанин ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров парнелерĕ.

1 Авăн, 2020

Атăл çыранне тасатнă

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Атăл çыранне тасатмалли пĕрлехи кун иртнĕ.

Çак акцие «Таса тавралăх» экологи юхăмĕн хастарĕсем йĕркеленĕ. Унта Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан тата Çĕмĕрлерен 8 команда хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем: ачаллă çемьесем, Шупашкарти предприяти ĕçченĕсем, шкул ачисем тата тирпей-илеме юратакан çынсем — пурĕ 65-ĕн пуçтарăннă.

31 Çурла, 2020

Килĕшĕве алă пусрĕç

Паян ЧР Общество палати, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ, суйлавăн общество сăнавĕн штабĕ авăн уйăхĕнчи суйлав вăхăтĕнче сăнава йĕркелес енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пусрĕç.

Унăн тĕп тĕллевĕ — суйлава май килнĕ таран уççăнрах, тÿрĕрех ирттересси. Унсăр пуçне общество сăнавĕн штабĕ, Тĕп суйлав комиссийĕ тата республикăри коммерципе çыхăнман организацисем те пĕрле ĕçлесси пирки калакан çакнашкал килĕшĕвех алă пусрĕç.

Pages