Ачасене паха апат кирлĕ

3 Авăн, 2020

Авăнăн 3-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин лару залĕнче 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче республикăри вĕрентÿ организацийĕсемпе медицина учрежденийĕсене вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен канашлу иртрĕ.

Унта Алла Салаева вице-премьер тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.

Вĕрентÿ организацийĕсенче, медицина учрежденийĕсенче вĕри апатпа тивĕçтернĕ май çивĕч ыйтусем те сахал мар. Сăмахран, «Шкул апат-çимĕçĕн комбиначĕ» пĕрлешÿсем вырăнта апат-çимĕç туса илекенсемпе ĕçлеççĕ-и? Вĕсен таварне миçе процент туянаççĕ? Бюджет укçине вырăнтах хăварас тесен мĕн тумалла? Калаçу шăпах çак ыйтусем тавра пулчĕ.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас