Кун хыççăн кун

3 Авăн, 2020

Хаçат ĕçченĕсем финала тухнă

Андрей Первозванный апостол фончĕ йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри журналистсен «Семья и будущее России» конкурс финалисчĕсене палăртрĕç. Çак йыша Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен икĕ журналиста кĕртнĕ. Вĕсем: «Хыпар» Издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Марина Тумаланова (căн ÿкерчĕкре) тата «Грани» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Горячкина.

3 Авăн, 2020

Киревсĕр пулăмпа çырлахма юрамасть

Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассине май пур таран уçăрах тума чĕнсе каларĕ.

3 Авăн, 2020

Пăрахутсем çÿремĕç

Шупашкарти юхан шыв порчĕ Атăл леш енне илсе каçаракан транспорта çÿреме чарĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çак эрнере ятарлă йышăнăва алă пуснă. Унта вăл Атăлăн сулахай çыранне тата Сосновкăна шывпа çÿрекен транспорта тунтикунтан, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен, çÿреме чарасси пирки каланă.

Çав вăхăтрах халăха Атăл тăрăх уçăлма илсе çÿрекен пăрахутсем хальлĕхе çÿрĕç.

www.hypar.ru fleetphoto.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

ВераЭВЕРККИ.

 

3 Авăн, 2020

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Леонид Николаев хăйне ĕçрен кăларма ыйтса заявлени çырнă. Паян унта Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем Леонид Николаевăн заявленине пăхса тухнă.

3 Авăн, 2020

Ачасене паха апат кирлĕ

Авăнăн 3-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин лару залĕнче 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче республикăри вĕрентÿ организацийĕсемпе медицина учрежденийĕсене вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен канашлу иртрĕ.

Унта Алла Салаева вице-премьер тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.

Pages