Регболистсем сасăларĕç
Шупашкарти 2037-мĕш суйлав участокĕнче сасăлав пырать. Унта Чапаев поселокĕнче пурăнакансем сасăлаççĕ.
"Хамăр пуласлăхшăн сасăлатпăр. Поселокра 30 çул ытла пурăнатăп. Куç умĕнчех çĕкленчĕ. Ун пуласлăхĕшĕн пăшăрханатăп. Юратнă поселок аталанасса шанатăп. Çулсене юсамалла", - терĕ ĕç ветеранĕ Алексей Пестов. Ку суйлав участокĕнчех регболистсем сасăларĕç.
"Чăваш спорчĕн пуласлăхĕ паянхи суйлавран нумай килет. Пирĕн поселокра стадиона реконструкцилемелле. Çĕнĕ спорт комплексĕ кирлĕ кунта пурăнакансене. Спортпа туслисем нумайланĕччĕç", - терĕ ЧР Регбол федерацийĕн ертÿçи Роман Алексеев.
Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.