Кун хыççăн кун

14 Авăн, 2020

Мускаври специалист хутшăнĕ

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче нумаях пулмасть художество тата техника канашĕсем пухăва пуçтарăннă. Унта Мускаври Евгений Никоноров художник хутшăннă.

Çĕршывăн тĕп хулинчи специалиста «В стране Хахатании» спектакле лартма йыхравланă. Ĕçĕн авторĕ – театр ветеранĕ Зоя Никонорова. Спектакле театрăн илемлĕх ертÿçи, Юрий Филиппов режиссер-постановщик икĕ чĕлхепе: чăвашла тата вырăсла – хатĕрлесшĕн.

14 Авăн, 2020

Прокурорăн заместителĕ пулма шаннă

Чăваш Енри прокурорăн заместителĕ пулма Виталий Семенченкăна çирĕплетнĕ.

Виталий Викторович 1977 çулта Ростов облаçĕнчи Таганрог хулинче çуралнă. Шалти ĕçсен министрествин Ростоври юридици институтĕнчен вĕренсе тухсан шалти ĕçсен органĕнче тăрăшма пуçланă. 2000 çултанпа Виталий Семенченко прокуратура тытăмĕнче ĕçлет. Аслă тĕпчевçĕрен прокурора çитнĕ. Чăваш Ене куçариччен вăл Ростоври Ворошилов районĕнчи прокурор пулнă.

www.hypar.ru

13 Авăн, 2020

Пӗрле ӗҫлеме хатӗр

21 сехетре кандидатсем Пӗрлехи информаци центрӗнче журналистсен умне тухрӗҫ. Кашниех суйлавҫӑсене тав турӗ, сасӑлав уҫӑ, таса иртнине палӑртрӗ.

Кандидатсене экзитпол кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса черетпе сӑмах панине кура пухӑннисен умне юлашкинчен Олег Николаев тухрӗ. Вӑл ҫак суйлав хӑйне евӗр чикӗ пулнине палӑртрӗ, суйлава хутшӑннӑ кандидатсем малалла та пӗрле ӗҫлеме хатӗррине пысӑка хурса хакларӗ. Пӗрле пулсан вара, иккӗленмест вӑл, ӗҫ ӑнатех.

13 Авăн, 2020

Экзитполта Николаев ҫӗнтернӗ

ТСК ертӳҫи Александр Цветков суйлав участокӗсем хупӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Участоксенче сасӑсене шутлаҫҫӗ. Пирвайхи кӑтартусем ҫур ҫӗр тӗлнелле паллӑ пулӗҫ.

Социс-М компани ертӳҫи Дмитрий Борцов экзитпол кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Олег Николаевшӑн - 82%. Борцов каланӑ тӑрӑх, хальччен экзитпол тата суйлавӑн чӑн кӑтартӑвӗсен хушшинчи уйрӑмлӑх 1,5% ытла пулман.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

13 Авăн, 2020

Виҫӗ район малта

18 сехет тӗлне Елчӗк районӗнче суйлавҫӑсен 91% сасӑланӑ. Кӑтартусем ҫавӑн пекех Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи пысӑк.

Юлса пыракансем – пӗчӗк хуласем: Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр. Вӗсенче суйлавҫӑсен 36-38% сасӑланӑ. Ҫак кӑтартусене ТСК председателӗ Александр Цветков черетлӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Pages