Мускаври специалист хутшăнĕ

14 Авăн, 2020

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче нумаях пулмасть художество тата техника канашĕсем пухăва пуçтарăннă. Унта Мускаври Евгений Никоноров художник хутшăннă.

Çĕршывăн тĕп хулинчи специалиста «В стране Хахатании» спектакле лартма йыхравланă. Ĕçĕн авторĕ – театр ветеранĕ Зоя Никонорова. Спектакле театрăн илемлĕх ертÿçи, Юрий Филиппов режиссер-постановщик икĕ чĕлхепе: чăвашла тата вырăсла – хатĕрлесшĕн.

Мускаври театрсемпе çыхăну тытакан художник премьерăна епле курнипе паллаштарнă. Ÿнерçĕ декорацисенчен, пуканесенчен тата сценăран пĕрлехи ÿкерчĕк йĕркелеме сĕннĕ. Спектакле куракансем патне 2021 çулхи пĕрремĕш кварталта çитерме палăртаççĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Теги: 

Комментари хушас