Кун хыççăн кун

14 Авăн, 2020

Ĕçсĕррисене кÿрекен пулăшăва вăйлатнă

Пандеми вăхăтĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва ЧР Ĕçлев министерстви тĕрĕслесех тăрать. Паянхи кун тĕлне республикăри 29064 çын биржăра тăрать, вĕсенчен 4,79% вăй питтисем. Çулталăк пуçланнăранпа 16444 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл шутра 263 сусăра.

14 Авăн, 2020

Мускаври специалист хутшăнĕ

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче нумаях пулмасть художество тата техника канашĕсем пухăва пуçтарăннă. Унта Мускаври Евгений Никоноров художник хутшăннă.

Çĕршывăн тĕп хулинчи специалиста «В стране Хахатании» спектакле лартма йыхравланă. Ĕçĕн авторĕ – театр ветеранĕ Зоя Никонорова. Спектакле театрăн илемлĕх ертÿçи, Юрий Филиппов режиссер-постановщик икĕ чĕлхепе: чăвашла тата вырăсла – хатĕрлесшĕн.

14 Авăн, 2020

Прокурорăн заместителĕ пулма шаннă

Чăваш Енри прокурорăн заместителĕ пулма Виталий Семенченкăна çирĕплетнĕ.

Виталий Викторович 1977 çулта Ростов облаçĕнчи Таганрог хулинче çуралнă. Шалти ĕçсен министрествин Ростоври юридици институтĕнчен вĕренсе тухсан шалти ĕçсен органĕнче тăрăшма пуçланă. 2000 çултанпа Виталий Семенченко прокуратура тытăмĕнче ĕçлет. Аслă тĕпчевçĕрен прокурора çитнĕ. Чăваш Ене куçариччен вăл Ростоври Ворошилов районĕнчи прокурор пулнă.

www.hypar.ru

Pages