Комментари хушас

14 Авăн, 2020

Çул çине пăшисем тухнă

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енри çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем пăши курнă. Çакăн пирки вĕсем Инстаграмри хăйсен страницинче асăрхаттарнă.

Тискер чĕрчунсем çул çине вăрмансем тĕлĕнче кĕтмен-туман çĕртен сиксе тухма пултараççĕ. Пăшисене инспекторсем «М-7» федераци çулĕ çинче, Шупашкар районĕнчи Лапсарпа Мăн Карачура ялĕсем хушшинче, асăрханă. Тискер чĕрчунсем вăрмана кĕрсе тарнă. Машина сассинчен хăрасан вĕсем хăйсене епле тытассине пĕлме çук. Тепĕр чух çул çинчи инкексем те пулса иртеççĕ. Çавăнпа водительсен асăрханса çÿремелле, вăрмансен тĕлĕнче машина хăвăртлăхне чакармалла.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.