Ырă вăрлăх паха çимĕç кÿтĕр

14 Авăн, 2020

Кĕтнĕ пекех — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче суйлав теми тĕп вырăнта пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хăйĕн сăмахне пурне те тав тунинчен пуçларĕ: суйлавçăсене — сасăлава хутшăннăшăн, хăйĕншĕн сасăланă граждансене — пысăк шанăçшăн. Суйлав, ун шучĕпе, йĕркеллĕ иртнĕ. Паллах, çăхавсăр мар, анчах вĕсем пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн — пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке тĕксĕмлетеймĕç.

Сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе вара Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паллаштарчĕ. Тунтикун 9 сехет тĕлне бюллетеньсен 98,8% тишкернĕ, çавна май суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тĕлĕшпе текех пысăк улшăнусем пулмасси куçкĕрет. Сасăлава суйлавçăсен 55,5% хутшăннă: „Паянхи куншăн лайăх кăтарту. Çапла вара суйлав пĕр турпа ăнăçлă иртрĕ, иккĕмĕш тур пулмĕ. Çак кăтартусем об±ективлă, тавлашусăр“.

Олег Николаевшăн суйлавçăсен 75,68% сасăланă. Республика Пуçлăхĕн должноçне кам йышăнасси паллă пулнă май Александр Иванович Олег Алексеевича саламларĕ, граждансен шанăçне тÿрре кăларма сунчĕ. Александр Андреев коммунистшăн сасăлава хутшăннисен 10,26% хăйсен сассисене панă. Виççĕмĕш вырăнта РЛДП кандидачĕ Костантин Степанов — 5,49%. „Пенсионерсен“ представителĕ Николай Степанов сасăсен 3,53% пухнă. Раççей патриочĕсен элчи Сергей Матвеев пиллĕкмĕш вырăнта — 2,12%.

Республика Пуçлăхĕсĕр пуçне çак кунсенче вырăнсенчи депутатсене те суйланă. Унта вара, Александр Цветков палăртнă тăрăх, ĕç-пуç кăткăсрах: сасăсен 50% те никам та пухайман — конкуренци пысăк та çивĕч пулни куçкĕрет. Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн суйлавĕ можаритарлă майпа тата партисен списокĕсем тăрăх иртнĕ. Пĕр мандатлă округсенче 20 мандата „Пĕрлĕхлĕ Раççей“ представителĕсем çĕнсе илнĕ. Пĕр мандата „Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей“ элчине парĕç. Партисен списокĕсем тăрăх вара ÿкерчĕк урăхларах: „Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн“ 10 мандат пулĕ, РФКПн — 4, ЛЛДПн тата „эсерсен“ – 3-шер, „пенсионерсен“ – 2. Çĕнĕ Шупашкарта мандатсене çапла пайлĕç: „Пĕрлĕхлĕ Раççей“ — 17, „Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей“ — 5, коммунистсем — 2. Тепĕр мандата хăй тĕллĕн тăратнă кандидат илĕ.

Сасăлав темине пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев ку суйлавра çĕнĕлĕхсем нумай пулнине палăртрĕ. Çав шутра — сасăлав уççăнлăхне, кандидатсен пĕртанлăхне, ыттине пырса тивекен самантсем. Çак çĕнĕлĕхсене Олег Алексеевич „вăрлăх акса хăварнипе“ танлаштарчĕ: „Çав вăрлăхран ырă хунав шăтса çитĕнтĕрччĕ“.

Канашлура çавăн пекех Строймин тытăмĕнчи пĕрлехи заказчик службин йĕркелÿ ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç. Паташалăх нушисем валли проектсем тăвассипе, строительствăпа çыхăннă ĕçсене малашне пĕтĕмпех çак тытăм йĕркелесе пырĕ. Олег Николаев иккĕленмест: çакă ĕçсен хăвăртлăхне, пахалăхне пысăклатас тĕлĕшпе курăмлă усă кÿмелле.

Тепĕр ыйту — шкулсенче 1-4-мĕш классене тÿлевсĕр апатлантарасси. Вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çакăн валли федераци бюджетĕнчен 244 миллион тенкĕ уйăрнă, республика тата 2,5 миллион тенкĕ хушать. Тÿлевсĕр апатланупа 406 шкулти 63 пин ытла ачана тивĕçтереççĕ ĕнтĕ. Роспотребнадзорпа килĕшсе 12 кунлăх меню хатĕрленĕ — мĕн пур шкулта унпа усă кураççĕ.

Çав вăхăтрах Олег Николаев асăрхаттарчĕ: „Докладсенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ, чăннипе вара урăхларах — çапла ан пултăр. Тепĕр чух цифрăсен хыçĕнче вырăнсенчи хăш-пĕр ыйтăва курмастпăр...“ Асăрхаттару ăнсăртран мар — Вăрнарти шкул юсавĕпе çыхăннă пăтăрмахлă тĕслĕхе аса илтерчĕ. Çĕмĕрлери шкулта та юсав ĕçĕсем вĕçленменччĕ — ун пирки ыйтрĕ. Сергей Яковлев унта ачасем партăсен хушшине ларнине çирĕплетрĕ. Олег Николаев шкулсенчи апат-çимĕç блокĕсем мĕнлерех шайра пулнине тĕплĕ тишкерсе хаклама хушрĕ, куншăн пайăр яваплăх пулмаллине çирĕплетрĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас