Кун хыççăн кун

15 Авăн, 2020

Пысăк тĕллевсене пĕрле пурнăçлăпăр

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ 43-мĕш сессийĕнче депутатсем 16 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

Чи малатанах Альбина Егорова спикер ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева республика Пуçлăхĕн суйлавĕнче çĕнтернĕ ятпа саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Олег Алексеевич та сăмах илчĕ. Хăйне шаннăшăн пурне те тав тунă май вăл умри пысăк тĕллевсемпе паллаштарчĕ, вĕсене пурнăçламашкăн пурин те пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.

14 Авăн, 2020

«Раççей лидерĕсемпе» — тĕлпулу

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Правительство çуртĕнче «Раççей лидерĕсем» конкурсĕн супер финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Асăннă тупăшура мала тухнисем — тӑваттӑн: Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕ Дмитрий Арсютов, Илья Степанов предприниматель, ПАО «Сбербанк» даннăйĕсене тĕпчекен пай директорĕ Александр Гатин, «АББ Электрические сети» организацин операци ĕçĕсен управленийĕн ертÿçи Иван Казамбаев, Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков. 

14 Авăн, 2020

Ĕçсĕррисене кÿрекен пулăшăва вăйлатнă

Пандеми вăхăтĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва ЧР Ĕçлев министерстви тĕрĕслесех тăрать. Паянхи кун тĕлне республикăри 29064 çын биржăра тăрать, вĕсенчен 4,79% вăй питтисем. Çулталăк пуçланнăранпа 16444 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл шутра 263 сусăра.

Pages