Черетлĕ курав иртет

30 Авăн, 2020

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара акар йыттисен питомникне 18 çул каялла йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта акар йыттисемсĕр пуçне ытти чĕр чун та пур. Кашкăр, лаша, хир сысни, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк. Çавăн пекех инçетрен килнĕ сунарçăсене канма, ухутана çÿреме мĕн пур услови туса панă.

Çак канмалли кунсенче Леонид Князев питомникре черетлĕ курав йĕркелет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи сунарçăсем, çут çанталăк тусĕсем килме шут тытнă.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. 

Комментари хушас