Кун хыççăн кун

12 Авăн, 2020

Ялсенчи суйлавҫӑсем хастартарах

Суйлав тĕлне ятарласа йĕркеленĕ Пĕрлехи информаци центрĕ паян малалла ĕçлет. Кунта суйлав мĕнле пыни пирки тулли информаципе паллашма пулать. Участоксенчи лару-тăру пирки те пĕлме майсем пур.

12 Авăн, 2020

Суйлава ытларах кăнтăрла килеççĕ

Паян суйлав тапхӑрӗн иккӗмӗш кунӗ иртет. Шупашкарти 56-мĕш вăтам шкулта темиçе суйлав участокĕ те вырнаçнă.

Суйлава килекен çынсене алăкран кĕрсенех температура виçеççĕ, аллине антисептикпа сăтăрма сĕнеççĕ, маска, перчетке параççĕ.

11 Авăн, 2020

«Республика аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшăпăр»

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче 2032-мĕш суйлав участокĕ вырнаçнă. Урамра юрă-кĕвĕ янăрать, çавна май сасăлава килекенсен кăмăл-туйăмĕ пушшех çĕкленет.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров шăпах çак участокра паян сасăларĕ. Вăл кунта сасăлава лайăх хатĕрленнине, хăрушсăрлăхпа санитари мерисене çирĕп пăхăннине палăртрĕ.

11 Авăн, 2020

Нумай ача амăшĕ пĕр суйлавран та юлмасть

Шупашкарта пурăнакан нумай ача амăшĕ Надежда Дзекунова суйлава икĕ хĕрĕпе пĕрле килчĕ.

«Эпĕ, ыттисем пекех, хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Çак кун маншăн уяв пекех. Ача чухне анне хăйĕнпе пĕрле суйлав участокне илсе каятчĕ. Пылак çимĕç, кĕнеке илсе паратчĕ. Халĕ хам та ачасене тĕслĕх кăтартатăп. Эпĕ пĕр суйлавран та юлман.

11 Авăн, 2020

Регболистсем сасăларĕç

Шупашкарти 2037-мĕш суйлав участокĕнче сасăлав пырать. Унта Чапаев поселокĕнче пурăнакансем сасăлаççĕ.

"Хамăр пуласлăхшăн сасăлатпăр. Поселокра 30 çул ытла пурăнатăп. Куç умĕнчех çĕкленчĕ. Ун пуласлăхĕшĕн пăшăрханатăп. Юратнă поселок аталанасса шанатăп. Çулсене юсамалла", - терĕ ĕç ветеранĕ Алексей Пестов. Ку суйлав участокĕнчех регболистсем сасăларĕç.

Pages