Комментари хушас

11 Авăн, 2020

«Республика аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшăпăр»

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче 2032-мĕш суйлав участокĕ вырнаçнă. Урамра юрă-кĕвĕ янăрать, çавна май сасăлава килекенсен кăмăл-туйăмĕ пушшех çĕкленет.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров шăпах çак участокра паян сасăларĕ. Вăл кунта сасăлава лайăх хатĕрленнине, хăрушсăрлăхпа санитари мерисене çирĕп пăхăннине палăртрĕ.

«Эпĕ тин çеç суйлава хутшăнтăм, хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм. Çынсене пурне те хăйсен суйлав правипе усă курма, тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăлама чĕнсе калатăп. Шăпах вĕсемпе пĕрле хамăрăн республикăна, юратнă хулана малалла аталантарма тăрăшăпăр», — терĕ Андрей Юрьевич.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавне авăн уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче хутшăнма пулать.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.