Суйлава ытларах кăнтăрла килеççĕ

12 Авăн, 2020

Паян суйлав тапхӑрӗн иккӗмӗш кунӗ иртет. Шупашкарти 56-мĕш вăтам шкулта темиçе суйлав участокĕ те вырнаçнă.

Суйлава килекен çынсене алăкран кĕрсенех температура виçеççĕ, аллине антисептикпа сăтăрма сĕнеççĕ, маска, перчетке параççĕ.

1832-мĕш суйлав участокĕн председателĕ Евгений Дубровин пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер суйлавçăсем йышлăн килнĕ. "Ирхине çын сахалрах, кăнтăрла вара сасăлава хутшăнакансен шучĕ у́сет", - терĕ вăл.

www.hypar.ru Ирина Клементьева сăн ӳкерчӗкӗсем кунта.

Комментари хушас