Атăл çыранне тасатнă

1 Авăн, 2020

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Атăл çыранне тасатмалли пĕрлехи кун иртнĕ.

Çак акцие «Таса тавралăх» экологи юхăмĕн хастарĕсем йĕркеленĕ. Унта Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан тата Çĕмĕрлерен 8 команда хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем: ачаллă çемьесем, Шупашкарти предприяти ĕçченĕсем, шкул ачисем тата тирпей-илеме юратакан çынсем — пурĕ 65-ĕн пуçтарăннă.

Акци конкурс евĕрлĕ иртнĕ. Çапла пĕтĕмĕшле 95 михĕ çӳп-çап пуçтарнă, вĕсенчен 33-шĕ — пластикпа, кантăкпа тата металпа. Шупашкарти «Экожайзеры» команда 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ, 2-мĕшĕнче — Шупашкарти 12-мĕш шкулăн «Ремез» команди, 3-мĕшĕнче — Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн «Чапаевецĕсем».

www.hypar.ru

Комментари хушас