«Ертсе пыракансен команди» конкурсăн çĕнтерÿçисене тата çурма финала тухнисене чысларĕç
Паян Правительство çуртĕнче «Ертсе пыракансен команди» конкурсăн çĕнтерÿçисене тата çурма финала тухнă çынсене чысларĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев саламларĕ.
«Чи малтанах сире çак конкурса хутшăннăшăн тав тăватăп. Эсир ку тупăшура çирĕп тĕрĕслевсем витĕр тухрăр. Эсир — çирĕп ĕмĕт-тĕллевлĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме пултаракан, чăрмавсене те малалла аталанма май паракан меслет пек йышăнакан çынсем. Сирĕн пек пуçаруллă та хастар çынсем Чăваш Республикине, ĕç тăвакан влаç органĕсене, ертсе пыракан предприятисене кирлĕ. Ку конкурса шăпах çак тĕллевпе йĕркелерĕмĕр», — терĕ Олег Николаев. Вăл çак тупăшура палăрнисемшĕн пĕтĕм çĕрте çул уçă пулассине пĕлтерчĕ.
Конкурс çĕнтерÿçисене Диплом тата професси хатĕрленĕвĕ витĕр тухма вĕрентÿ сертификачĕ пачĕç. Вĕсене çавăн пекех Чăваш Республикин ертсе пыракан кадрсен резервне кĕртеççĕ.
«Ертсе пыракансен команди» конкурсра палăрнисене ЧР Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов та саламларĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Авторăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас