Комментари хушас

3 Авăн, 2020

Хаçат ĕçченĕсем финала тухнă

Андрей Первозванный апостол фончĕ йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри журналистсен «Семья и будущее России» конкурс финалисчĕсене палăртрĕç. Çак йыша Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен икĕ журналиста кĕртнĕ. Вĕсем: «Хыпар» Издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Марина Тумаланова (căн ÿкерчĕкре) тата «Грани» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Горячкина.

Йĕрке тăрăх, финалистсене кăçалхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Мускава чĕнеççĕ. Унта практика конференцийĕ, ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.

Кăçалхи конкурса 71 регионран 460 заявка панă. Журналистсем 5 пине яхăн ĕç янă. Пичет тытăмĕнче ĕçлекенсем уйрăмах хастар пулнă. Вĕсенчен 241 заявка йышăннă. Кăçал конкурса «Социаллă проектсем» номинаци пуçласа кĕртнĕ.

2020 çулта «Семья и будущее России» конкурса ирттермешкĕн пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах укçа — 2 миллиона яхăн тенкĕ — уйăрнă.

www.hypar.ru

Марина ГРИГОРЬЕВА.