Кун хыççăн кун

22 Ака, 2023

Автономи ҫӗнӗ ертӳҫине суйларӗҫ

Ҫамрӑксен театрӗнче Раҫҫейри чӑвашсен федераци наци культура автономийӗн аслӑ пухӑвӗ иртрӗ.

Автономи ҫӗнӗ ертӳҫине Раҫҫей Геройне Николай Гаврилова суйларӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев организаци ӗҫне  ҫӗнӗ шая кӑлармаллине палӑртрӗ. Автономи хастарӗсене наградӑсемпе хавхалантарчӗҫ.

www.hypar.ry

21 Ака, 2023

Йывăç лартнă

Элĕк округĕнчи Питĕшкасси уйрăмĕн ĕçченĕсем «Çуркуннехи ыр кăмăллăх эрни» акцие хутшăнса сирень тĕмĕсем лартнă.

Хастарсем палăртнă тăрăх, çак акци кăçал уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пăрлă çумăр вĕсен тăрăхĕнче чылай йывăç-тĕме сиенленĕ. Хастарсем таврари çÿп-çапа та пуçтарса илем кÿртнĕ.

Pages