Кун хыççăн кун

10 Авăн, 2024

Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕнче Патшалӑх театрĕсемпе концерт учрежденийĕсен ҫĕнĕ сезонĕ уҫӑлнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрĕ

Пухӑннисене ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев саламларĕ. Сезона ӑнӑҫлӑ ирттерме ӑнӑҫу сунчĕ. "Культура хутлӑхĕ" проект ĕҫлеме пуҫланине ырларĕ. Уявра пултаруллисемпе пуҫаруллисене наградӑсемпе чысларĕҫ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова иртнĕ сезонта тунӑ ĕҫ- хĕлпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 2800 мероприяти ирттернĕ. Вĕсене 821000 ҫын ҫитсе курнӑ. Пĕтĕмпе 58 премьера пулнӑ. Министр пĕлтернĕ тӑрӑх, ҫулталӑк вĕҫлениччен премьерӑсем татах пулĕҫ. Юпа уйӑхĕнчен вара "Культура хутлӑхĕ" проект пурнӑҫланма тытӑнĕ.

9 Авăн, 2024

Уксахлакан стройкăсемпе хускалман автоклубсем çинчен

Культура объекчĕсен строительствипе капиталлă юсавĕ, автоклубсен çуллахи тапхăрти ĕçĕ — çак тема республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ тееймĕн — хăш-пĕр округ пуçлăхĕн пит хĕретме те тиврĕ.

Округсен пуçлăхĕсем ĕлкĕрме шантараççĕ

7 Çурла, 2024

Электричество энергийĕшӗн малашне телефонри приложени урлӑ тӳлемелле

"Чӑваш Ен энергосбыт компанийĕ" пĕрлĕхĕн Çĕрпӳри уйрăмĕн директорĕ Елена Иванова пресс-конференци йĕркелерĕ, тытăма цифровизацилессипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ. 

Çĕртме уйăхĕнчен энергосбыт компанийĕ электричествăпа усă куракансем патне квитанцисем яма пăрахнӑ. Елена Александровна ăнлантарнă тăрăх, усă курнă киловаттсемшĕн потребительсем интернет урлă тӳлеме, счетчик кăтартăвĕсене пĕлтерме пултараççĕ. Çавна май смартфон çине ятарлă приложени вырнаçтармалла, регистрациленмелле.

7 Çурла, 2024

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев республикӑри паллӑ спортсменсемпе, тренерсемпе тĕл пулчĕ

Физкультурник кунĕ умĕн ирттерекен йӑлана кĕнĕ тĕл пулу ку. Олег Алексеевич спортсменсемпе тренерсене ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемшĕн чунтан тав турĕ. республикӑра спортсменсемпе мӑнаҫланни, вĕсене тĕслĕх вырӑнне хуни пирки пĕлтерчĕ.

"Эпир малашне те сире хавхалантарса пырӑпӑр. Ҫĕнĕ спорт обьекчĕсене тӑвассине малалла тӑсӑпӑр. Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫĕнĕ 50 спорт обьектне хута ятӑмӑр",- палӑртрĕ Олег Алексеевич.

Pages