Усал ĕç тума услам хăвалать
Кирек хăш тапхăрта та этемлĕхе тĕрлĕ хăрушлăх пусарса тăнă. Паян терроризм пуç çĕклесшĕн…
Пурнăç пĕр тикĕс аталанса пынă вăхăтра сасартăк унта та кунта та теракт вут-çулăмĕ хыпса илет. 2001 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Нью-Йоркра, 2002 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускаври НордОстра, 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Бесланра, 2005 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Нальчикре, 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускаври аэропортра, 2011 çулхи 11-мĕшĕнче Минскри метрора, 2011 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Волгоградра, кăçал пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнче… çĕр-çĕр çын террористсенчен шар курчĕ. Усал ĕç тума услам хăвалать. Укçа-тенкĕ серепине кĕрсе ӳкнисем пĕтĕм тĕнчене парăнтарасшăн, хăйсемпе килĕшменнисене, вĕсене итлеменнисене, пăхăнманнисене тĕп тăвасшăн. Телее, Çĕр çинче тăнăçлăхшăн тăракан çапах та ытларах.
Лăпкă пурнăç хакне Трак ене икĕ çул каялла Украинăран куçса килнĕ Еленăпа Анатолий лайăх пĕлеççĕ.
— Турă çырнинчен иртме çук теççĕ. Эпир пурте — унăн аллинче. Вилĕме те пĕлме çук. Утса пынă чухнех ӳксе вилме пулать. Украинăра пурăннă чухне çакăн пирки час-часах шухăшлаттăм, — терĕ Елена Николаевна. — Эпĕ Харьков облаçĕнчи Шевченково районне кĕрекен Троицкое ялĕнче çуралса ӳснĕ. Манăн пурнăç ытти çынран уйрăлса тăман: вĕреннĕ, ĕçленĕ, юратнă çынсене юлашки çула ăсатнă…
Анне Миланья Гавриловна ĕне ферминче ĕçлетчĕ. Чкалов поселокне куçса килсен кантура вырнаçрĕ. Çав вăхăтра Малышева ячĕллĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕ уçăлчĕ. Анне унта сысна пăхма пуçларĕ. Атте платникре ĕçленĕ, каярахпа вăл та комплексра сысна пуснă çĕрте вăй хучĕ. Эпир иккĕн ӳсрĕмĕр. Йăмăк 30 çул каялла Украинăра çар тивĕçне пурнăçланă яшпа паллашрĕ, качча тухрĕ. Ача çуралсан вĕсем Чăваш Ене куçса кайрĕç.
Эпĕ техникумра детальсен штамповщикне вĕрентĕм. Çав çулсенче вăл çĕнĕ профессиччĕ. Совет Союзĕ вăхăтĕнче вĕренӳ заведенийĕ хыççăн направленипе ĕçлеме яратчĕç. Юлашки курсра качча тухрăм. Çавна май мана аякка ямарĕç. Топливо заводĕнче технологи уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Совет Союзĕ аркансан предприяти хупăнчĕ. Пурнăç йывăрланчĕ. Сысна комплексне вырнаçрăм. 2007 çулта вăл та хупăнчĕ. Эрех-сăра заводĕнче ĕçлеме пуçларăм. Анчах вăл та нумай тытăнса тăраймарĕ. Каярахпа пĕр предприниматель ял хуçалăх комплексне ĕçлеме йыхравларĕ. Унта амасене пĕтĕлентерсе çăвăрлаттаракан уйрăмра 2022 çулччен вăй хутăм.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ… Хăрушăччĕ. Халĕ те путвалта пытанса ларнисем, мăнукăн хӳтлĕх кĕтсе пăхакан шиклĕ куçĕсем асăмран тухмаççĕ. Хĕрĕм Светлана çемйипе Нидерландие тухса кайрĕç. Эпир иккĕмĕш упăшкапа /пĕрремĕш мăшăр пилĕк çул каялла çĕре кĕчĕ/ Чăваш Ене килтĕмĕр. Пире Красноармейскинче пурăнакан кĕрӳ Сергей чикĕ хĕррине пырса илчĕ. Икĕ йытăпа кушака та хамăртан хăвармарăмăр. Иртнĕ çулхи раштавра паспорт илтĕмĕр, Раççей гражданĕсем пулса тăтăмăр. Трак ене килсенех йăмăксем патĕнче пурăнтăмăр. Каярахпа Ленин урамĕнчи çуртра пĕр пӳлĕмлĕ хваттер тара илтĕмĕр. Мăшăрпа иксĕмĕр те ĕçе вырнаçрăмăр. Кунта — шăп, лăпкă, канлĕ.
Пирĕнпе пĕрле Донецкран пĕр çемье килнĕччĕ. Çак кунсенче вĕсем Тольятти хулине куçса кайрĕç. Мăшăрпа шухăшларăмăр та, кредит илтĕмĕр, хваттер туянтăмăр. Пĕчĕккĕн юсав ĕçĕсене пуçларăмăр. Кунта пурăнма килĕшет. Чăваш халăхĕ ăш пиллĕ. Каялла кайма шухăшламастпăр. Пĕр чăматанпа анчах килтĕмĕр. Кунти çынсем куллен кирлĕ япаласемпе йăлтах тивĕçтерчĕç.
Елена Николаевна Украинăри хваттерне тус-тантăшне парса хăварнă. Вăл ыйтнипе унта йывăрлăха лекнĕ çынсене пурăнма кĕртнĕ. Уншăн вăл пачах пăшăрханмасть. «Мĕншĕн пулăшас мар», — терĕ кăна.
Çакăн пек килсе тухнишĕн Елена Николаевна неонацистсене сивлет. Вĕсен сиенлĕ витĕмлĕ идеологийĕсене пула çемьесем арканнине, çынсем ĕмĕр пурăннă вырăнсене пăрахса тухса кайнине палăртрĕ. Чăваш Ене килсен Елена Шорина аслатирен те хăранă. Пĕррехинче аслати кĕмсĕртетсен çĕр çумне лапчăнса ларнă вăл. «Кунта та ахăр самана çитрĕ-ши вара?» — тесе шухăшланă.
Мăшăрĕ Анатолий Румянцев Крымра çуралса ӳснĕ. Елена унпа заводра ĕçленĕ чухне паллашнă. «Йывăрлăхсене çĕнтеретпĕр, эпир пĕччен мар…» — терĕ кил хуçи çирĕппĕн.