Комментари хушас

7 Çурла, 2024

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев республикӑри паллӑ спортсменсемпе, тренерсемпе тĕл пулчĕ

Физкультурник кунĕ умĕн ирттерекен йӑлана кĕнĕ тĕл пулу ку. Олег Алексеевич спортсменсемпе тренерсене ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемшĕн чунтан тав турĕ. республикӑра спортсменсемпе мӑнаҫланни, вĕсене тĕслĕх вырӑнне хуни пирки пĕлтерчĕ.

"Эпир малашне те сире хавхалантарса пырӑпӑр. Ҫĕнĕ спорт обьекчĕсене тӑвассине малалла тӑсӑпӑр. Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫĕнĕ 50 спорт обьектне хута ятӑмӑр",- палӑртрĕ Олег Алексеевич.

Тĕл пулура спортсменсемпе тренерсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, ҫĕнĕ тĕллевсене палӑртрĕҫ, сĕнӳсем пачĕҫ. Ĕҫлĕ, кирлĕ калаҫу пулчĕ ку. Професси уявĕ умĕн спортсменсемпе тренерсем тĕрлĕ наградӑна тивĕҫрĕҫ.

www.hypar.ru