Кун хыççăн кун

3 Чÿк, 2023

Олег НИКОЛАЕВ: «Эпĕ диктанта хатĕрленнĕ»

„Этнографи диктантне кашни çулах çыратăп. Историе, тăван халăхăн çул-йĕрне, йăли-йĕркине, культурине пĕлекеншĕн диктантри ыйтусене хуравлама йывăр мар. Пĕлтĕр эпĕ ыйтусене онлайн мелĕпе хуравланăччĕ. Кăçал музее чĕнчĕç те хаваспах килтĕм. Пĕтĕмпе 100 балл пухмалла. Пĕлтĕр 90 балл пуçтарма тÿр килнĕччĕ. Историе вĕренни харама кайман темелле. Диктантри ыйтусем интереслĕ, мана кăмăла килеççĕ. Кайран хуравĕсене пăхма пулать.

2 Чÿк, 2023

Хÿтĕлевçĕн çемйине пулăшнă

Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрти экспресс асаннесем ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене пăхма пулăшаççĕ.

«Кĕмĕл ÿсĕмри» волонтер Мария Мурзина çĕршыв хÿтĕлевçин çемйине çитсе килнĕ. Икĕ ача амăшĕн васкавлă ĕçсемпе килтен тухма лекнĕ. Хĕрарăм ывăлĕсене никампа та хăварайман. Çавăнпах комплекслă центртан пулăшу ыйтнă. Мария Алексеевна ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем пĕрле выляма та, ÿкерме те, юмахри сăнарсене сÿтсе явма та ĕлкĕрнĕ.

24 Юпа, 2023

Çăлавçăсем те вĕренеççĕ

Паллах, инкек тухасса никам та кĕтмест, анчах ăна кашнин хатĕр пулмалла. Çавăнпа вăл е ку лару-тăрăва лексен мĕн тумаллине ача садне е шкула çӳренĕ чухнех вĕрентеççĕ. Мĕн пĕлнине вара çăлавçăсемпе пĕрле тĕрĕслеççĕ. Çапла, пушар хуралĕнче тата çын пурнăçĕшĕн тăрăшакан ытти ведомствăра ĕçлекенсем те хăйсен пĕлĕвне çĕнетсех тăраççĕ.

Pages