Кун хыççăн кун

23 Çĕртме, 2023

Упраççĕ, тĕпчеççĕ, кăтартаççĕ...

«Чăваш вăрманĕ»... Вăл — республикăн ÿпки, çавăн пекех 182 тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, 57 тĕрлĕ чĕр чун, 19 йышши пулă пурăнакан вырăн. Кунта 1 пине яхăн ÿсен-тăран çитĕнет. Вĕсен хушшинче сиплĕ курăк, çав шутра Хĕрлĕ кĕнекене кĕртни те, чылай.

19 Çĕртме, 2023

Пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ лайăх

«Республика кунĕ тĕлне тĕрлĕ тытăмра ĕçлесе патшалăх наградисене тивĕçнисене яланхи пекех саламлама пухăнтăмăр. Пысăк уява анлă паллă тăватпăр. Пирĕн пата хăна нумай килет. Халĕ республикăра тĕрлĕ регионри архитекторсем хула аталанăвне сÿтсе яваççĕ. Вĕсем урбанистика тытăмĕнчи паллă ĕçченĕн Вячеслав Глазычевăн мелĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çакă ырă çимĕç парĕ. Паян çĕршыв, республика, ĕç аталанăвне тÿпе хывнисене чыслатпăр, Эсир çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыратăр, ĕçтешсене тĕслĕх кăтартатăр.

15 Çĕртме, 2023

«Типĕ» душ пуххисем хатĕрленĕ

Тăвайри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта Мария Вячеславовна «типĕ» душ хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Сăмах май, вăл Чăваш Республикинче çуралнă, çемйипе Мурманск облаçĕнче пурăнать. Мăшăрĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Мария ертсе пынипе «Кĕмĕл» волонтерсем çар операцине хутшăнакан ентешсем валли «типĕ» душ ăсталанă. Дорнита касса вакланă, унтан ятарлă гель сĕрнĕ. Губкăна çавăрса алшăллипе пĕрле сывлăш кĕмен çатăркана чикнĕ. Çав йыш 2 сехетре «типĕ» душăн 350 пуххине хатĕрленĕ.

Pages