Комментари хушас

13 Утă, 2023

Арпус - нитратсăр

Çу пуçламăшĕнчен тытăнса ветеринари специалисчĕсем Шупашкар пасарĕсенчи 722 тонна арпуспа дыня пахалăхне тĕрĕсленĕ. Нитрат виçи нормăран иртнине шута илмен.

Тĕпчев кăтартăвĕ тăрăх çимĕç илсе килекене уйрăм документ параççĕ. Ăна туянакансен те сутуçăран ыйтма ирĕк пур.

Çапах специалистсем урамри сутă тума уйăрман вырăнсенче арпус е дыня илме сĕнмеççĕ, мĕншĕн тесен çав çимĕç пахалăхлă пулни иккĕленÿллĕ. Вĕсем тĕрĕслев витĕр тухмаççĕ.

Республикăн тĕп хулинчи пасарсенче Казахстанран, Волгоградран, Дагестанран тата Астраханьрен илсе килнĕ арпус сутаççĕ.

www.hypar.ru