«Чăваш Ен» ИПК — 55 çулта

21 Утă, 2023

«Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексне туса хунăранпа 55 çул çитрĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак юбилее паян Шупашкарти Иван Яковлев проспектĕнчи Пичет çуртĕнче уявларĕç.

Уява хутшăнма ятарласа çитнĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев малтан комплекс цехĕсенче пулса кунта туса кăларакан тĕрлĕ пичет продукцийĕпе, çав шутра «Хыпар» издательство çурчĕн коллективĕ пичете ăсатакан хаçат-журналпа, çĕр-çĕр тĕрлĕ кĕнекепе паллашрĕ. Пичет тата фото ăстисен продукцийĕн музейне кĕрсе курчĕ.

Савăнăçлă уяв «Хыпар» Издательство çурчĕн пысăк залĕнче иртрĕ. Унта комплекс коллективĕпе ветеранĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене Олег Николаев саламларĕ, ӳсĕмпе ĕçленĕшĕн тав турĕ, çĕршыври 30 полиграфи комплексĕн йышĕнче тивĕçлĕ те чыслă вырăн йышăннăшăн мухтарĕ, комплекс администрацийĕ типографие модернизацилесе çĕнĕ продукци туса кăларма тĕллев лартнине ырларĕ. «Эпир ку проекта пурнăçа кĕртме пулăшăпăр паллах. Тен, малашне тата курăмлăрах тĕллевсем лартăр».

Коллектива юбилей ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, цифра министрĕ Михаил Степанов, «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕн генеральнăй директорĕ Алексей Ключников саламларĕç. Сăмах каланисем коллектив членĕсен пĕр ушкăнне награда пачĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Комментари хушас