Пулăшакансене фильмра кăтартĕç

6 Утă, 2023

Хĕрлĕ Хĕресĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çак тытăмри специалистсем çинчен кĕске фильм ÿкерет.

Унта служба ветеранĕсен аса илĕвĕсене те кĕртме палăртнă. Фильмри сăнарсенчен пĕри Людмила Головина Улатăрти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн пулăшăвĕпе усă курать. «Юратса пурнăçланă ĕç чун киленĕçне çаврăнать. Çакна хамăн тĕслĕхпе çирĕплететĕп», — палăртать хĕрарăм. «Хĕрлĕ Хĕресĕн чăн хаклăхĕ — организаци ĕçне хăйсен тÿпине хывакан çынсем. Çавăнпах фильмра хамăрăн ветерансемпе те паллаштарас килет», — хушса калать Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Антон Антонов. Общество организацийĕнче вăй хуракансем Улатăрти социаллă центрта вăй хуракансем валли тухтăр киличченхи пулăшу тавра лекци вуланă. Çакна аса илтерни никамшăн та ытлашши пулмĕ.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Комментари хушас