Комментари хушас

3 Çурла, 2023

Сăнав канашне туса хучĕç

Паян Пĕтĕм Раççейри "Пĕлÿ" пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Сăнав канашне туса хучĕç. Анлă пуху И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртрĕ.

«Пĕлÿ» пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Сăнав канашне Раççей пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Максим Древаль сĕннипе йĕркеленĕ. Канаш регионсенчи уйрăмсен программисем валли сĕнÿсем хатĕрлеме, тĕллевсене пурнăçа кĕртме, пĕрлĕхĕн ят-сумне çĕклеме, ĕçтешлĕхе аталантарма пулăшĕ. Унăн йышне республикăра пысăк хисепе тивĕçнĕ патшалăх деятелĕсене, общество хастарĕсене, ăсчахсене, культура, вĕрентÿ тытăмĕсен ĕçченĕсене, бизнес представителĕсене кĕртме йышăннă.

Сăнав канашĕн председательне Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева суйларĕç. Унăн заместителĕ Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пулĕ. Сăнав канашĕн йышне çавăн пекех Владимир Степанов, Светлана Каликова, Иван Филиппов, Василий Петров, Михаил Степанов, Алевтина Федорова, Илья Тумаков, Дмитрий Щепелев, Дмитрий Трынов, Олеся Илларионова, Наталья Иванова кĕчĕç.

Чăваш Енри уйрăмăн ĕçтешлĕх çыхăнăвĕсене нумай вăхăтлăха аталантарма тата ĕç тухăçлăхне ÿстерме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççейри «Пĕлÿ» пĕрлĕх килĕшÿ çирĕплетрĕç. Документа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата общество организацийĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Георгий Будный алă пусрĕç. «Сăнав канашне туса хуни пĕрлĕхе çĕнĕ шая çĕкленме, ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ енне аталантарма пулăшĕ», — терĕ Олег Николаев.

Георгий Будный пĕлтернĕ тăрăх, «Пĕлÿ» пĕрлĕх — Раççейри çут ĕçне туса пыракан чи пысăк организаци. Вăл çулсерен çĕршыври çамрăксем валли çĕр-çĕр мероприяти ирттерет. Пĕрлĕх пуçарнипе культура, искусство, наука, истори сферин представителĕсем çамрăксемпе тĕл пулаççĕ, баттлсем, конкурссем, викторинăсем йĕркелеççĕ. Общество организацийĕ çавăн пекех фильмсем ÿкерет, лекторсене хăйсен аудиторине тупма пулăшать… «Пĕлÿ вăл — информаци. Информацин тата пĕлĕвĕн яланах тĕрĕс пулмалла. Эпир çынсен ăс-тăнĕшĕн тăрăшатпăр. Пирĕн ĕç-хĕл 14-35 çулсенчи çамрăксемпе çыхăннă. Вĕсем малашлăхра çĕршыв аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакансем, йышăну тăвакансем пулĕç. Пирĕн тĕллев — çак ăрăва тĕрĕс шухăшлама вĕрентесси», — терĕ Георгий Будный.

Сăмах май, ĕç-хĕлре çамрăксемпе паллă çынсен уçă калаçăвĕсене йĕркелессине РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче Раççейри «Пĕлÿ» пĕрлĕхе цифра платформи çине куçармаллине палăртнă хыççăн тĕпе хума пуçланă. Унтанпа иртнĕ икĕ çулта пĕрлĕхрен пурне те килĕшекен çут ĕç лапамĕ туса хурассишĕн нумай ĕç пурнăçлани çинчен каларĕ Георгий Будный. Паян организаци вун-вун пин педагога, лектора, автора, блогера, çут ĕçĕн ытти деятельне пĕрлештерет. Унăн уйрăмĕсем çĕршывăн 89 субъектĕнче ĕçлеççĕ. Çак йышра Чăваш Енри уйрăм курăмлă вырăн йышăннине палăртрĕ Георгий Будный.

Хальхи вăхăтра Раççейри «Пĕлÿ» пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче 74 çын тăрать. Ака-утă уйăхĕсенче «Уçă лектори» тата «Пĕлÿ» программăсемпе килĕшÿллĕн 200 яхăн лекци ирттернĕ, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче федераци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн 140 ытла мероприяти йĕркеленĕ.

www.hypar.ru