Кун хыççăн кун

15 Çĕртме, 2023

«Типĕ» душ пуххисем хатĕрленĕ

Тăвайри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта Мария Вячеславовна «типĕ» душ хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Сăмах май, вăл Чăваш Республикинче çуралнă, çемйипе Мурманск облаçĕнче пурăнать. Мăшăрĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Мария ертсе пынипе «Кĕмĕл» волонтерсем çар операцине хутшăнакан ентешсем валли «типĕ» душ ăсталанă. Дорнита касса вакланă, унтан ятарлă гель сĕрнĕ. Губкăна çавăрса алшăллипе пĕрле сывлăш кĕмен çатăркана чикнĕ. Çав йыш 2 сехетре «типĕ» душăн 350 пуххине хатĕрленĕ.

9 Çĕртме, 2023

Наркопреступлени нумайрах

Республикăра наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсни палăрать. Çакăн çинчен Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин юнкун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов пĕлтерчĕ.

Pages