Комментари хушас

9 Çĕртме, 2023

Наркопреступлени нумайрах

Республикăра наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсни палăрать. Çакăн çинчен Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин юнкун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов пĕлтерчĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 340 преступление шута илнĕ – иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен /ун чухне 215 преступлени пулнă/ чылай нумайрах. Мĕн пур преступленин 8% яхăн пайĕ — наркотиксемпе çыхăннисем. Шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков вара ларура тепĕр цифра асăнчĕ: кăçал тупса туртса илнĕ наркотиксен тата психотроплă хутăшсен виçи 32 килограма çитнĕ. Пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсенче çак виçе пĕтĕмпе те 4 килогрампа танлашнă. Сăмах май, Раççейре наркопреступленисен шучĕ чакни сисĕнет.

Пакунлă çынсем уçăмлатмарĕç, çапах тавçăрма пулать: преступленисене нумайрах регистрациленинче саккуна пăсса «шурă вилĕм» сутакансем пуç çĕкленин кăна мар, право хуралĕн органĕсем вĕсен ĕç-хĕлне тăрă шыв çине кăларас, айăплисене явап тыттарас енĕпе хастар ĕçленин витĕмĕ те пур-тăр. Наркотик суту-илĕвĕпе çыхланнă 93 çынна тытса чарнă. Кĕçех суд умне преступниксен 16 çынран тăракан ушкăнĕ тăрĕ. Вĕсем çамрăксене интернет урлă наркотик сутма явăçтарнă, наркăмăша Чăваш Енре тата Мари Элта сарнă.

Наркотиксем мĕнешкел пысăк хăрушлăха çаврăннине Чăваш Енри 9 колонири 3,6 пине яхăн çынран кашни виççĕмĕшĕ — 1,1 пинĕшĕ — наркотиксемшĕн судпа айăпланнисем пулни те çирĕплетет. Чи хăрушши вара — çынсем вилни, хăйсен сывлăхне сиенлени. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов кăçал республикăра тĕрлĕ наркотикпа наркăмăшланса çитĕннĕ 7 çын вилнине çирĕплетрĕ. Тата — çул çитмен пĕр çамрăк. Ĕненме те йывăр: наркомансен хушшинче 14 çул тултарман ачасем те пур. Кăçалхи пилĕк уйăхра çул çитмен пилĕк теçетке ытла çамрăк тĕлĕшпе химипе токсикологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Вĕсенчен 20-ĕшĕ наркотиксемпе усă курни çирĕпленнĕ. Наркопотребительсен çул çитмен йышĕ 112 çынпа танлашать. Çав шутра наркотиксемпе иртĕхсе усă куракансем — виçĕ теçетке яшпа хĕр. Наркотик пăхăнăвĕпе çыхăннă синдром тыткăнĕнче — 572 çын. Наркоманипе чирлисен шучĕ 1 пин çынран та иртет — çак кăтарту пысăкланас туртăм сисĕнет. Владимир Геннадьевич пытармарĕ: çак чирпе ăнăçлă кĕрешессине специалистсем çителĕксĕрри те ура хурать. Шурă халатлисем нарколог ĕçне пăрахаççĕ, йывăрлăх çак специальноçа илмешкĕн вăрах вĕренмеллипе те сăлтавланнă. Çавăнпа врачсен пĕлĕвне ÿстермелли мелпе анлăн усă курни вырăнлă — министерство кадрсен дефицичĕпе çырлахмĕ.

Наркобизнес каялла чакасшăн мар, çавна май çамрăксене наркотиксен тыткăнне лекесрен упрани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентÿ тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисем хăрушлăхри ачасемпе çамрăксене тест ыйтăвĕсене хуравлаттарса палăртассине йăлана кĕртнĕ. Черетлĕ тĕпчев кăтартăвĕсемпе вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров паллаштарчĕ. 46 пин ытла шкул ачине тĕрĕсленĕ. 7,5% наркотиксемпе, психотроплă хутăшсемпе туслашас хăрушлăх пурри палăрнă. Ку та çулталăк маларах пулнă кăтартуран пысăкрах. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата Хĕрлĕ Чутай округĕнчи тестсен кăтартăвĕсем республикăри вăтам шайран 1% япăхрах иккен. Çав вăхăтрах министр Патăрьел округĕнче те кăтарту регионти вăтам шайран япăхраххине палăртрĕ.

Вăтам професси организацийĕсене илес тĕк — Çĕрпÿри аграри техникумĕнче, тĕп хулари ÿнер училищинче, Улатăрти технологи колледжĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕнче, хăш-пĕр ытти заведенире ĕç-пуç çивĕчреххи сисĕнет. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлери политехра, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пăшăрхантаракан кăтарту пĕчĕкленни савăнтарать.

Аслă вĕренÿ заведенийĕсене илес тĕк — РАНХиГС филиалĕнче тата коопераци институтĕнче хайхи кăтартусем ытти çĕртинчен пысăкрах. Ачасемпе çамрăксене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларни те тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Çакă пĕр колледж студенчĕ наркотиксемпе туслине палăртма май панă. Çавăн пекех шкул ачи те наркăмăш тыткăнĕнче пулнине тăрă шыв çине кăларнă. 8-мĕш класс ачи…

Тест тенĕрен, прокуратурăн ун тĕлĕшпе те ÿпкев пур. Тĕрĕслеме палăртнă ачасемпе çамрăксен пĕр пайĕ унран пăрăнса юлать. Е чирленипе, е урăх сăлтавпа. Прокуратурăн çул çитменнисемпе çыхăннă саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Алина Савельева пăшăрханăвне пытармарĕ: надзор органĕ пĕлнĕ тăрăх, шăпах çав йышра наркотиксемпе туслисем чылаййăн. Çавăнпа вăл хайхи тĕрĕслев меслечĕсене те çĕнетме сĕнчĕ, унсăрăн об±ективлă ÿкерчĕк сăнласси иккĕленÿллĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕве ырларĕ, çийĕнчен «Пуçарулăхшăн явап тытма тивет» каларăша аса илтерчĕ — хайхи тестировани ĕçне тишкермешкĕн ĕç ушкăнĕ йĕркелессине çирĕплетрĕ, унăн ĕçне ертсе пымашкăн вара Алина Борисовнăна хăйне сĕнчĕ.