1400-е яхăн яш салтака кайĕ
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнче граждансене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Никоалев ку тема уйрăмах хальхи вăхăтра, информаци «пусмăрĕнче», çивĕч пулнине палăртĕ. Кăçал çуркуннехи призывра Чăваш Енре 1400 яхăн яша салтака илсе кайма палăртнă. Ĕç йĕркеллех пырать. Çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлес тата салтака илсе каяс енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Евгений Ефремов палăртнă тăрăх, хальлĕхе сăлтавсăр çар комиссариатне пыман тĕслĕх пулман. Олег Николаев çакна ырларĕ.
ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров çулла патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен профильлĕ сменăсем пирки каласа кăтартрĕ. Кăçалтан «Шурă чулсем» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрта «Кĕпĕрнаттăр лагерĕ» ĕçлеме пуçланă. Кунсăр пуçне «Паттăрсен çĕршывĕ», çарпа патриотизм лагерĕ ачасене йышăннă. Вăл «Хÿтĕлевçĕсем», «Истори управçисем», «Çĕнтерÿ волонтерĕсем», «Медиа Çĕнтерÿ» енсемпе ĕçлет. Пултаруллă ачасен «Эткер» центрĕнче те профильлĕ сменăсем йĕркеленнĕ.
Утă уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Чăваш Енре Округри патриотизм форумĕ иртĕ. Унта 20 регионти 200 çын хутшăнмалла. Çак тапхăрта вĕсем опытпа пайланĕç, çĕнĕ тенденцисем пирки пĕлĕç. Форума хутшăнакансем Ĕç мухтавĕн хулисеми пирки, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ паттăрлăх кăтартни çинчен нумай калаçĕç.