Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

7 Утă, 2023

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Эсир экономикӑпа бизнеса аталантарас тата таварсене куҫарас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑватӑр, ҫавӑн пекех питӗ кирлӗ социаллӑ тивӗҫе пур-нӑҫлатӑр – ҫынсене ҫыхӑнтаратӑр, ҫапла майпа  пӗрлӗхе ҫирӗплететӗр.
Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗн ҫул-йӗрӗпе шанчӑклӑн малалла утать, ку чухнехи малта пыракан цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртет тата паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсене анлӑлатать. Чӑваш Енре кӑҫал кӑна ял ҫӗрӗнчи 19 почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗ ҫӗнелсе улшӑнмалла, ку тӗлӗшпе ӗҫ йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать.
Сире яваплӑ пулнӑшӑн тата ӗҫри ӑсталӑхӑршӑн чунтан тав тӑватӑп. Почта ҫыхӑнӑвӗн ветеранӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем, вӗсем хӑйсен пысӑк та паха опытне ҫамрӑк ӗҫченсене параҫҫӗ тата вӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх шутланаҫҫӗ.
Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ       Олег Николаев

Комментари хушас