Новости по теме

3 Авăн, 2015

Хăйсен тивĕçне манмаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительствăра тунтикунсерен иртекен пĕр канашлура: «Хуçалăхсенче пĕр комбайн та ĕçсĕр ан лартăр!» - тенĕччĕ. Чĕнсе каланă сăмах механизаторсем патне çитрĕ пулас.

3 Авăн, 2015

Пирĕн хĕрсем, эх, маттур-çке!

Чăваш Енри ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсем уйрăмах маттур пулнине чылайăшĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерсе ĕнентернĕ.

Спортпа кăсăкланакансемшĕн пĕртăван Смирновăсемпе Наталья Гольцăн, Надежда Федоровăпа Екатерина Красновăн ячĕсем, паллах, питĕ паллă. Олимп вăййисенче, тĕнче чемпионачĕсенче, Европа турнирĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă вĕсем. Паянхи хĕр-упраçшăн та - ырă тĕслĕх, вĕсен ÿсĕмĕсем çамрăксене ăмăртусенче ăнăçлă кĕрешме хавхалантарса тăраççĕ.

3 Авăн, 2015

Шалу тÿлемен

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май «Империал» строительство компанийĕ» ОООра ĕçлекенсен прависене пăснине тупса палăртнă.

Компани директорĕ 10 çынна вăхăтра шалу тÿлемен - пĕтĕмпе 800 пин ытла тенкĕ. Обществăн тÿлев шучĕ çинче ĕç укçи валли «кĕмĕл» çителĕклĕ пулнă - пурпĕр ĕçлекенсене кÿрентернĕ.

Тĕрĕслев материалĕсене следстви органĕсене панă май компани директорĕ пирки «организаци ертÿçи икĕ уйăх ытла ĕç укçи тÿлеменшĕн» уголовлă ĕç пуçарнă.

3 Авăн, 2015

Шахмат «полковникĕ» яланах стройра

Республикăри шахматистсенчен чылайăшĕ ăна тахçантанпах лайăх пĕлет. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнакан Самуил Дмитриевпа тĕрлĕ турнирта пĕрле вылянă е вылякан - сахал мар. Çак кунсенче вăл 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тус-тăванпа, ялйышпа, шахмат вăййине юратакансемпе пĕрле.

3 Авăн, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канашра «Чун юрлать» аслă ăрури çынсен фестивальне хутшăннă

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канашра «Чун юрлать» аслă çулсенчи ветерансен пултарулăхĕн  VII-мĕш фестивальне хутшăннă.

3 Авăн, 2015

Троллейбуссен маршручĕ улшăннă

Шупашкарта хăш-пĕр троллейбус маршручĕ улшăннă. Чăннипе, ку ыйту тавра маларах калаçма тытăннăччĕ. Ун чухне 6, 12, 19 тата 20-мĕш маршрутсемпе çÿрекен троллейбуссен çулне кăштах урăхлатма сĕннĕ.

3 Авăн, 2015

Екатеринăн - ылтăн медаль

Çак кунсенче Босни тата Герцеговина çĕршывĕнчи Сараево хулинче хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ енĕпе тĕнче ăмăртăвĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командине чăваш спортсменкисем те кĕнĕ.

Пирĕн ентешсем тĕнче ăмăртăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Тупăшу вĕçленнĕ кун Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Екатерина Михайлова 40 килограмм тайман виçе категорийĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Денис Егоров патĕнче ăсталăхне туптакан пике финалта Казахстанри Асызат Сагымбая 12:2 шутпа çĕнтернĕ.

3 Авăн, 2015

Импорта улăштарас политика Чăваш Енри предприятисем валли лайăх малашлăх уçать

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăри икĕ пысăк организацине «ЧЗСМ» тата  «Текстильмаш» АУПсене çитсе килнĕ. «ЧЗСМ» АУП ра Михаил Игнатьев производство ĕçĕпе паллашнă, цехсене пăхса çаврăннă.

Pages