Платкасем шкула лашапа çÿреççĕ

8 Авăн, 2015

Пĕлÿ кунне палăртма тесе сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Иккасси шкулне çитрĕмĕр. Ачасем шкула пĕрисем çуран утаççĕ, теприсене ашшĕ-амăшĕ çăмăл машинăпа илсе çитерет. Вĕсене сăнаса тăнă май шкул умне лаша пырса чарăнчĕ. Урапа çинче тилхепине тытнă ăшă кăмăллă хĕрарăм, юнашарах хулпуççи урлă кĕнекесем тултарнă портфель çакнă капăр тумланнă ачасем. Паллашрăмăр. Платка ялĕнчен Галина Соколова мăнукĕсене Настьăпа Никитăна тата ытти ачана 4-мĕш çул кашни кунах шкула, садике лашапа леçет иккен. Лакăм-тĕкĕмлĕ çулсем çинче хытах ан сиктертĕр тесе вăл урапа çине «Жигулин» кустăрмисене вырнаçтарнă. Хĕлле, юр çусан, çуна кÿлет. Лашине, «Савăнăç» ятлăскере, 2005 çулта «1 май» колхоз аркансан Çĕрпÿ ярмăрккинче туяннă. Тăватă ураллă «çăмăл машина» кĕркуннери пылчăкра та, хĕллехи çил-тăманра та ачасене шкула та, садике те илсе çитерет.

Кăçал Иккасси шкулне 1-мĕш класа 4 ача вĕренме килчĕ. Апла пулсан Иккасси ялĕ пĕтсех кайман-ха. Эпир вĕреннĕ чухне вара вĕренекенсем йышлăччĕ. «А» тата «Б» классем пурччĕ - кашнинче 25 ачаран кая пулман.

Н.ПЛАТОНОВ

Рубрика: 
Автор: