Н.ПЛАТОНОВ

8 Авăн, 2015

Платкасем шкула лашапа çÿреççĕ

Пĕлÿ кунне палăртма тесе сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Иккасси шкулне çитрĕмĕр. Ачасем шкула пĕрисем çуран утаççĕ, теприсене ашшĕ-амăшĕ çăмăл машинăпа илсе çитерет. Вĕсене сăнаса тăнă май шкул умне лаша пырса чарăнчĕ. Урапа çинче тилхепине тытнă ăшă кăмăллă хĕрарăм, юнашарах хулпуççи урлă кĕнекесем тултарнă портфель çакнă капăр тумланнă ачасем. Паллашрăмăр. Платка ялĕнчен Галина Соколова мăнукĕсене Настьăпа Никитăна тата ытти ачана 4-мĕш çул кашни кунах шкула, садике лашапа леçет иккен.

29 Ака, 2014

Кăнна Кушки хапăл йышăнчĕ

Шорккари фольклор ансамблĕ Тутарстан çĕрĕнче мухтавлă Патриарх И.Я.Яковлев çуралнăранпа 166 çул çитнине халалланă уява хутшăнчĕ.

Кăнна Кушкинче Чăваш Ен хăнисене Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ильдар Файкулов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов кĕтсе илчĕç.