Кăнна Кушки хапăл йышăнчĕ

29 Ака, 2014

Шорккари фольклор ансамблĕ Тутарстан çĕрĕнче мухтавлă Патриарх И.Я.Яковлев çуралнăранпа 166 çул çитнине халалланă уява хутшăнчĕ.

Кăнна Кушкинче Чăваш Ен хăнисене Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ильдар Файкулов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов кĕтсе илчĕç.

Митинг хыççăн конференци иртрĕ. ЧНК Президиумĕн членĕсем тата Тутар Республикин яваплă çыннисем çивĕч нумай ыйту сÿтсе яврĕç. Уйрăмах вĕсене икĕ хутлă шкулта 14 ача кăна вĕренни пăшăрхантарнине палăртрĕç. Хальхи вăхăтра 10-11 класра вĕренекенсене автобуспа тепĕр шкула илсе çÿреççĕ. Унта вара чăваш чĕлхи урокĕсем çук. Малалла та çаплах пулсан И.Я.Яковлев уçнă шкул хупăнасси куç кĕрет.

Канашлу хыççăн Шорккари «Туслăх» халăх ансамблĕ икĕ сехете яхăн хăйĕн пултарулăхĕпе пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Иван Яковлев çуралса ÿснĕ тăрăхра концерт лартма шăпа пÿрни пирĕншĕн чăннипех те пысăк чыс пулчĕ. Куракансене Шоркка артисчĕсем питĕ килĕшрĕç. «Шупашкар филармонийĕнче ĕçлекенсем мар-и?» - тесе ыйтакан та тупăнчĕ. Концерт хыççăн Кăнна Кушки çыннисем пирĕнпе пĕрле ташларĕç, юрларĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

 

Шупашкар районĕ.

Д.ЯКИМОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 
Автор: