Новости по теме

3 Авăн, 2015

Гуманитари институчӗ 85 тултарнӑ

"Чăвашăн ăспа çĕнтермелле" (А.П. Хусанкай)Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 85 çул тултарнине паллă тăвать. Çак ятпа çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче институтра савăнăçлă ĕç-пуç пулчĕ. Ăсчахсене уявпа саламлама республикăри влаçра, вĕренÿпе ăслăлăхра тăрăшакан тата общество пĕрлĕхĕсен ертÿçисем çитрĕç.Вĕсемпе пĕрле ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев та пулчĕ.

3 Авăн, 2015

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ шкулсене çитсе килчĕ

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ шкулсене çитсе килчĕ.ЧНК Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата "ТУС" строительсен фирмин ертÿçи Николай Федорович Угаслов вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама паян Шупашкарти пурĕ сакăр шкула çитме ĕлкĕрчĕ!

2 Авăн, 2015

Çул çинчи киревсĕрлĕх тата 4-мĕш гимнази

Ашшĕ-амăшĕ пĕлÿ кунне хăйсен тĕпренчĕкĕпе ирттерме тăрăшать. Анчах аслисем тепĕр чухне ыттисен умне йывăрлăхсем кăларса тăратни пирки пач шутламаççĕ тейĕн.

Чăваш наци телевиденийĕ

2 Авăн, 2015

Пурнăçри экзаменсене те «лайăх» паллăлăх тытасчĕ

Пĕлÿ кунĕ çитрĕ те - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав пин-пин ачана шкул партти хушшине ларма йыхăрчĕ. Ăçта мĕнле пуль те, Чăваш Енре çанталăкĕ те çĕкленÿллĕ туйăма тата вăйлатас тенĕн лайăх килсе тухрĕ: кĕрхи сулхăна сап-сарă хĕвел «çемçетес» тесе питĕ тăрăшрĕ.

2 Авăн, 2015

Аталанăвăн анлă çулĕпе утать Шупашкар районĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев иртнĕ шăматкун тăван Шупашкар районĕнче пулчĕ, кунти хуçалăхсен кĕрхи ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, социаллă обCектсем уçрĕ, ял старостисемпе канашларĕ, Кÿкеç поселокĕнче пурăнакансене уявпа саламларĕ.

2 Авăн, 2015

Сусăр çамрăксем, ялсенчи социаллă пулăшу...

Сусăр çамрăксене професси пĕлĕвĕ илме тата ун хыççăн ĕçе вырнаçма пулăшасси, ялсемпе пĕчĕк хуласенче пурăнакансене бюджет учрежденийĕсене оптимизациленĕ вăхăтра социаллă сфера пулăшăвĕсемпе усă курма май паракан мерăсене йышăнасси - шăпах çак ыйтусене пăхса тухрĕç ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсене пурнăçлас ĕç-хĕлне координацилекен тата вĕсенче палăртнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланин мониторингне ирттерекен ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче. Ăна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

2 Авăн, 2015

Уçăлтарман нÿхреп никама та хĕрхенмест

Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркассинчи хăрушă инкек çинчен «Хыпарăн» ĕнерхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Харăсах тăватă çыннăн пурнăçне татнă пÿкле вилĕм пирки тĕплĕнрех пĕлме ĕнер Рындино сала тăрăхĕн / Кăшаркасси унăн тытăмне кĕрет/ администрацийĕн пуçлăхĕпе Вероника Федоровăпа тĕл пултăм. Вăл вырăс, «Хыпара» вуламасть. Ăна хаçатри информаципе паллаштартăм.

2 Авăн, 2015

Тĕнчере марафон чупнă чи ватă хĕрарăм

Америкăра пурăнакан 92 çулти Харриет Томпсон - тĕнчере марафон чупнă чи ватă хĕрарăм. Сан-Диего хулинчи чупăва хутшăнса вăл 42 километрлă дистанцие парăнтарма пултарнă. Карчăк пĕр чарăнми 7 сехет те 24 минут та 36 çеккунт чупнă! Ку - унăн 16-мĕш марафонĕ. Çапах та хĕрарăм хăй тĕлĕнмелле ĕç тунă тесе шутламасть. Томпсон каланă тăрăх - кашни çулах вăл çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсене «спорт карьерине» вĕçлеме шантарать, анчах та хăйĕн сăмахне кашнинчех тытаймасть.

Pages