Волонтерсен шкулĕнче «пĕлÿ» илнĕ

8 Авăн, 2015

Çак кунсенче Чăваш Ен волонтерĕсем Ульяновск облаçне çитсе килнĕ. Унта Пĕтĕм тĕнчери волонтерсен шкулĕ ĕçленĕ.

Ачасен «Юность» сиплевпе вĕренÿ центрне Свердловск, Самар облаçĕсен, Коми Республикин, Санкт-Петербург хулин яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ пухăнннă. Виçĕ кун хушшинче вĕсем шкулăн çичĕ «класĕнче» вĕреннĕ: «Инновациллĕ волонтерлăх», «Экологи тата хула пурнăçĕ», «Сусăрсене пулăшасси», «Арт-волонтерлăх», «Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисене пулăшасси», «Донорлăх», «Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен адаптаци тапхăрĕ». Унтах пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, ют çĕршыв волонтерĕсен ĕç-хĕлне тишкернĕ.

Пĕрремĕш кун вĕсем Германири ыркăмăллăх организацийĕсен представителĕсемпе скайп урлă çыхăннă, тĕнчери волонтерлăха аталантарас темăна сÿтсе явнă. Тепĕр кунхине яшсемпе хĕрсем «Самана банкĕ» ятлă мероприятире хăйсен регионĕнчи ĕç-пуçпа паллаштарнă. Унтан - проектсене хÿтĕлесси, тĕрлĕ вăйă, каçхи калаçу, концерт. Йăлана кĕнĕ пекех "çавра сĕтелсем" йĕркеленĕ, волонтерсен учебникне презентациленĕ тата ытти те. Чăваш Ен волонтерĕсем вара сусăр çынсен пурнăçне çăмăллатма май паракан «Сывлăх паркĕ» проектпа паллаштарнă.

А.ПЕТРОВ.

Рубрика: