Новости по теме

7 Авăн, 2015

Паттăрлăх урокĕсем

Пĕлÿ кунĕнче йĕркеленĕ мероприятисене МЧС ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Шупашкарти 1-мĕш коррекци шкулĕнчи тĕлпулăва çăлавçăсемпе пĕрлех тĕрлĕ çулта çынсене хăтарса патшалăх наградисене тивĕçнисем те хутшăнчĕç.

Владимир Смолкин ветеран-десантник 1979 çулта Атăл леш енчи инкеке аса илчĕ.

7 Авăн, 2015

Клубра та йĕрке кирлĕ

Тĕрĕслес тата методика пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе Куславкка район культура çурчĕн пуçлăхĕ Лариса Краснова клуб учрежденийĕсене çитсе килнĕ. Ĕç вырăнне таса тытманшăн Аманик клуб ĕçченне асăрхаттарнă. Елчĕкри культура çурчĕн вывескине çĕнетме сĕннĕ. Криуш тата Мăрсакасси ял клубĕсенче тасалăх хуçаланни, çĕнĕ стендсем çакни пуçлăхăн кăмăлне кайнă.

7 Авăн, 2015

Тавралăха сăн кĕртнĕ

Красноармейски районĕнчи Васнарсем «Симĕс Раççей» экологи субботникĕнче Шетмĕ урамĕнчи авалхи тăрна-çăла юсаса çĕнетнĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Урпаш, Тапанар, Тепикасси, Уйри Пушарпуç ялĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен ячĕпе çĕкленĕ палăк тавра тасатнă, кану вырăнĕсене йĕркене кĕртнĕ. Вăрмарсем çак кун Некрасов тата Вокзал урамĕсенчи ватă тирексен турачĕсене каснă.

7 Авăн, 2015

Çутă ыйтăвĕ татăлнă

Канаш районĕнчи Кĕлтеçулĕ ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче çĕрле те çутă пулĕ. Халăх юсав ĕçĕсем пуçлама ыйтнине ял тăрăхĕн специалисчĕсем шута илсе укçа уйăрнă. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне тимĕр юпасем çине 450 метр пралук çакнă, çĕнĕ светильниксем вырнаçтарнă. Урама çутăпа тивĕçтерессине электрон таймер йĕркелесе тăрать.

7 Авăн, 2015

Шупашкарта хăвăрт утассипе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртнĕ

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăвăрт утассипе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн Шупашкарти залив хĕрринчи трасса çинче ирттернĕ ăмăртусене çитсе килнĕ.

7 Авăн, 2015

«Ĕмĕтри çурт» ача-пăчасен конкурсне пĕтĕмлетӳ тунă

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарта ирттернĕ «Манăн ĕмĕтри çурт» ача-пăчасен ӳкерчĕкĕсене пĕтĕмлетӳ тунă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă.
7 Авăн, 2015

Хулари Ача-пăча 1-мĕш №-лĕ клиника больницине тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн, пепкесемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн питĕ хăтлă, çав тери кăмăллă

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хулари Ача-пăча 1-мĕш №-лĕ клиника больницин ĕçĕпе кăсăкланнă, ăна паян шăпах та тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă.  Паллă пулăма регион ертӳçипе пĕрле Раççей Федерацийĕн

4 Авăн, 2015

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă.

4 Авăн, 2015

Ĕçе вĕçлемелле

Çĕрпÿ çывăхĕнчи Çавал юханшывĕ урлă иртекен кĕпер çинчи юсав ĕçĕсем вĕçленесси автомашинăпа çул çÿрекенсене тахçантанпах канăç памасть. Ăна кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулнă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула тĕллеве пурнăçлама май килмен. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тунтикун Правительство членĕсемпе, ытти яваплă ертÿçĕсемпе ирттернĕ канашлура çак ыйтăва та хускатнă. Ĕçе вăхăтра вĕçлеменни халăха тарăхтарнине, çакă влаçа шанма пăрахасси патне илсе çитерме пултарнине палăртнă. "Çынсене вăл е ку сăлтав интереслентермест.

4 Авăн, 2015

Тырă выраççĕ, çĕрулми кăлараççĕ

Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне 219 062 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă /78,5 процент/, çав шутра 218 983-шне вырса çапнă. Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче вырма вĕçленсе пырать.

Пÿлмене 453 306 тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ, гектарти вăтам тухăç - 20,7 центнер. Элĕк, Вăрнар, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Елчĕк районĕсен кăтартăвĕ пысăкрах.

Pages