Новости по теме

1 Авăн, 2015

Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа салам

Саламлатăп

Хаклă ачасем! Хисеплĕ

вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Вĕрентÿ патшалăхшăн яланах тĕп вырăнта пулнă, пулĕ те. Юлашки çулсенче вĕрентĕвĕн тăкаксен статйи чи пысăкки пулнă: паян та вăл Чăваш Республикин пĕрлехи бюджечĕн пĕрре виççĕмĕш пайне яхăн.

31 Çурла, 2015

Тухăçшăн - çивĕч кĕрешÿ

Патăрьел. «Батыревский» общество тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене /1062 га/ пĕтĕмпех /3245 т/ пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 30 ц. Вырмана «Красное Знамя» ЯХПК та вĕçленĕ, 555 га çинче 1300 т тĕшĕленĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 23,4 ц. «Труд» ЯХПКпа «Батыревский» çырла питомникĕ те тырра пуçтарса илнĕ.

«Красное Знамя» çĕрулми /143 га/ кăларать. Пирвайхи 5 га çинчен 150-шар ц тухнă. «Батыревский» оществăн 334 га. Аврине çулаççĕ, кăлараççĕ. Хирте «иккĕмĕш çăкăра» кăлармалли комбайнсен кĕрлевĕ самантлăха та татăлмасть.

31 Çурла, 2015

Кире пуканĕ йăтаканĕсем - чи пултаруллисем

Август уйăхĕн вĕçĕнче Ульяновск облаçĕнче Олимп вăййисен программине кĕмен тата наци спорчĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн 54 регионĕнчен 1500 яхăн физкультурник вăй виçнĕ. Пĕлтĕр пуçласа йĕркеленĕ спорт мероприятийĕнче пирĕн республикăри кире пуканçăсемпе кĕрешÿçĕсем лайăх ăмăртнăччĕ. Кăçал вара фестивальте тимĕр вăййине юратакансем кăна палăрнă.

31 Çурла, 2015

Ентешсем яланхи пекех маттур

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри инвалидсен спартакиади иртнĕ май çак хыпар вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Сăмах - пирĕн ентешсем тĕнче чемпионатĕнче палăрни çинчен.

Болгарири София хулинче иртнĕ ăмăрту пирки хăйнеевĕрлисем валли теççĕ. Унта япăх илтекен спортсменсем вăй виçеççĕ. Тăватă çулта пĕрре иртекен ăмăртăва яланхи пекех Чăваш Енре ÿссе çитĕннĕ бадминтонçăсем хутшăннă. Паянхи кун вĕсем Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула хулисен чысне хÿтĕлеççĕ пулин те ентешĕмĕрсем çинчен ырă сăмах калама сăлтав пурах.

31 Çурла, 2015

Экстремизмшăн айăпланă

Судăн Улатăр хулинче пурăнакан Александр Ситников тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ вăя кĕнĕ. ЧР Аслă сучĕ унăн хÿтĕлекенĕ çырнă апелляци çăхавне тата Чăваш Ен прокуратурин представленине пăхса тухнă хыççăн Улатăр районĕн сучĕн приговорне улăштармасăр хăварнă.

Вырăнти суд Ситникова УК 280 статйин 2-мĕш пайĕпе /экстремистла ĕçсем пуçарма чĕнни/ айăпласа кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнче приговор палăртнăччĕ. Судăн пĕрремĕш инстанцийĕн йышăнăвĕпе ăна çулталăк çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннăччĕ.

31 Çурла, 2015

Уй-хирте камсем малта?

Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх:

август уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене вырса пухнă /%/, иккĕмĕшĕ - гектар тухăçĕ /ц/, виççĕмĕшĕ - çĕрулми кăларнă /га/, тăваттăмĕшĕ - гектар тухăçĕ /ц/, пиллĕкмĕшĕ - кĕр тыррисем акнă /планран, %/.

31 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта хула кунне халалланă уявсене хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансемпе  тата сумлă хăнасемпе  хула кунне халалланă уявсене хутшăннă.

31 Çурла, 2015

Туслă пулмалла

РСК ЧР Управленийĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти пĕр общество организацийĕн 27 çулти ертÿçи тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Çамрăка Интернетра экстремистла пĕлтерĕшлĕ материал вырнаçтарнăшăн айăплаççĕ.

31 Çурла, 2015

Кантăр ÿснĕ улăхра...

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Улатăр районĕнчи пĕр ялта наркополицейскисем хирте ÿсекен кантăр вăррине пухнă çамрăксене тытса чарнă. Улатăрта пурăнакан 22 çулти йĕкĕтсем ÿсен-тăрана хăйсем валли пухнă. Çакна уйрăма çитсен те пытарман. Вăрă шăпах çурла варринче пулса çитнĕрен çак вăхăтра нумай наркомана илĕртет вăл.

Экспертсем хакланă тăрăх, çамрăксен сумкисенче 1,344 килограмм типĕтнĕ марихуана тупнă. Тытса чарнисен тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене пысăк виçеллĕ наркăмăша саккунсăр майпа упранăшăн айăплаççĕ. Следстви малалла пырать.

Pages