Новости по теме

9 Авăн, 2015

Çил-тăвăл пирĕн ялсене те сиенленĕ

Тунтикун Тутарстан çине йăтăнса килнĕ çил-тăвăл, пăрлă çумăр çурт-хуралтăсене сиенлени, çынсем суранланни çинчен центрти массăллă информаци хатĕрĕсем çийĕнчех пĕлтерчĕç.

9 Авăн, 2015

Банксем аталанăва пулăшма тивĕç

Ятарласах çапла палăртнă пуль - республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕ çумĕнчи Банкирсен канашĕн анлă ларăвĕ ĕнер, Финансист кунĕнче, иртрĕ. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хăйĕн сăмахне Правительство çуртĕнчи зала пухăннă банкирсене професси уявĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Çапах калаçу праçник тавра кăна пулмарĕ.

9 Авăн, 2015

Ку - çул укçи

Маршрутка водителĕ Равшан Екатеринбургра пилĕк кун ĕçлесе паттăр пулса тăнă. Уралăн тĕп хулине Равшан вунă çул каялла куçса пынă, дальнобойщикре ĕçлеме пуçланă, çĕршывра вăл çитмен вырăн та юлман, юлашкинчен Питĕрте тĕпленнĕ. Сывлăхĕ хавшасан 47 çулти шофер Екатеринбурга таврăннă, маршуртка рулĕ умне ларнă.

9 Авăн, 2015

Кĕнеке нумай вуласа Раççейре палăрнă

Литература çулталăкĕнче Раççей Почтипе ЭКСМО-АСТ издательство ушкăнĕ Раççей Кĕнеке Союзĕ пулăшнипе "Чи нумай вулакан шкул ачи" конкурс йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен хĕрачи Евгения Михайлова /сăнÿкерчĕкре - сулахайри пĕрремĕш/ пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

9 Авăн, 2015

Терроризма хирĕç

Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунĕ пулнă май республика прокуратурин ĕçченĕсем Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсемпе курнăçрĕç, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмпе терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

8 Авăн, 2015

Чунне парса ĕçлекен ят-сума тивĕçетех

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва савăнăçлă хыпарпа - хăй 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пусма хатĕрленни çинчен - пуçларĕ.

8 Авăн, 2015

Крым университетне - парне

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне Информаци управленийĕн Пĕтĕм тĕнчери академийĕн президенчĕ, РФ наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, вĕрентÿ тытăмĕнчи Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ Лев Кураков академик, Пĕтĕм тĕнчери "Эра Единства" ыркăмăллăх общество организацийĕн президенчĕ, Германири экономика докторĕ Владимир Да

8 Авăн, 2015

Уяв ячĕпе!

Чăваш Енĕн финанс тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сирĕн професси уявĕпе чи ăшă, чунран тухакан саламсене йышăнсамăр!

Йышăнусем тунă чухне пурне те тĕп-тĕрĕс виçсе хаклани, малашнехине курни, ку чухнехи условисенче анлăн шухăшлама пултарни пирĕн республикăри финансистсене пысăк укçа-тенке пĕлсе тытса пыма, рынокри пĕрмаях улшăнакан кон<юнктурăна тивĕçлипе йышăнма май параççĕ.

8 Авăн, 2015

Пурнăç пахалăхĕ лайăхланать

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «МegaGalaxy» культурăпа кану вăййисен центрĕнче «Ĕçлĕ Чăваш Ен» бизнес-клуб» ассоциацийĕн представителĕсемпе тĕл пулчĕ.

Бизнес-клуба республикăри общество деятелĕсемпе ертсе пыракан предпринимательсем ĕç тăвакан влаç органĕсене производствăри, наука-техникăри, финанспа общество хутлăхĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшмашкăн тата хăйсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме тунă. Усламçăсемпе влаçăн пĕр тĕллев - халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси.

Pages